НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи ÿсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 09:01 Просмотров: 14

Çитес çултан Чăваш Республикинче пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи ÿсĕ. Йышăнăва республика премьер-министрĕ Сергей Артамонов алă пуснă.

2027 çултан республикăра пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи 6,8 процент ÿсĕ. Халĕ вăл 16477 тенкĕпе танлашать, çитес çултан вара 17597 тенкĕ пулĕ, 1120 тенкĕ хăпарĕ.

Социаллă демографи ушкăнĕсене илес тĕк, пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи ĕçлекен çынсемшĕн – 19181 тенкĕ, тивĕçлĕ канури çынсемшĕн – 15133 тенкĕ, ачасемшĕн 17 069 тенкĕ пулĕ.

Палăртса хăварар, пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçинчен социаллă пособисен, ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан тÿлев мĕн чухлĕ пуласси тата пенси укçи çумне мĕн чухлĕ хушса парасси килеççĕ. ЧР Социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсемпе çыхăннă соцпулăшу мерисене республикăри 153 пин çын илет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6