Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытатпăр-ши эпир? Нумайăшĕ «ку инкек мана нихăçан та пырса тивмест» тесе алă сулать. Анчах та правилăсене пăхăнма ахальтен мар ыйтни пирки çынсем чылай чухне хăйсем инкек тÿссен çеç шухăшласа илеççĕ. Шел пулин те, пирĕн тăрăхра «хĕрлĕ автанран» шар куракансем пур. Çулталăк пуçланнăранпа вара Йĕпреç тăрăхĕнче 20 пушар пулнă (пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне - 28). Чÿк уйăхĕ пушартан пуçланчĕ.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Тимеш салинчи Школьная урамра пушар тухнă. Кун пирки 15 сехет иртсен Йĕпреçри 28-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн диспетчерне шăнкăрав çитнĕ. Çăлавçăсем çийĕнчех инкек тухнă вырăна ларса кайнă.
Кунта пĕр килхуçалăхра мунча çунма пуçланă. Килхуçипе кÿршисем вăхăтра хыпăнса ÿкнипе тата пушар ĕçченĕсем вăхăтра çитсе çулăма сÿнтерсе ытти хуралтăсем çине сарăлма паман. Кирпĕчрен купаланă мунча шал енчен самаях сиенленнĕ. Сăлтавĕ вара - кăмака тăрпине пушар хăрушсăрлăх правили ыйтнă пек вырнаçтарманнинче. Пĕр йăнăш пысăк тăкак кÿнĕ килхуçисене.
Чÿкĕн 7-мĕшĕнче çуркаç иртни 3 сехетре Шăрттан ялĕнче тухнă пушар çемьене кĕл çинче тăратса хăварнă.
Пушар хăмаран тунă хуралтăран пуçланнă. Алхасса кайнă çулăм кĕске вăхăтрах çумра ларакан йывăç çурта тата мунчана ярса илнĕ. Телее, никам та суранланман. Пушарпа кĕрешекенсем кÿршĕ çуртсене çăлса хăварма пултарнă.
Юсавсăр электрооборудованипе усă курни инкек сăлтавĕ пулма пултарнă тесе шутлаççĕ. Пушар мĕнле сăлтавпа тухнине специалистсем тĕпчеççĕ.
Вăрă та хăварать, пушар вара йăлтах илсе каять, теççĕ халăхра. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине манар мар, пушар хăрушсăрлăх парвилисене асра тытса вĕсене çирĕп пăхăнар.
Анна Евграфова
Ноябрь 2026 |
