Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăваш Республикинчен фронта 102-мĕш гуманитари грузне ăсатнă. Икĕ фура Луганска тата Донбаса - вăрçă госпитальне тата мотострелоксен полкне - кайнă.
Пĕрремĕш фурăна «Пĕрле» фонд, Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕ тата «Единая Россия» йышĕнчи «Хĕрарăмсен юхăмĕ» пуçтарнă. Ун ăшĕнче - 200 матрас, 5 тонна гигиена хатĕрĕ, салтаксен пурнăçне йĕркелеме 20 кубла метр йывăç, маскировка хатĕрĕсем тата апат-çимĕç. Иккĕмĕш фурăна «74-мĕш штурм бригади» волонтер ушкăнĕ тата ырă кăмăллă çынсем хатĕрленĕ. Унта салтаксем валли УАЗ автомобиль, пиломатериалсем, маскировка тетелĕсем, дронсенчен, тепловизиортан хÿтĕлекен пончо тата утиялсем, апат-çимĕç тата ытти тĕрлĕ кирлĕ япаласем тултарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тиеве уяв кунĕнче ăсатни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, «Пирĕн салтаксене пулăшасси çинчен калакан сăмахсем яланах ĕçпе пĕр килеççĕ». Вăл тиеве пуçтарма хутшăннисене тав тунă, республика пĕрлехи вăйпа çĕнтерĕве çывхартма хăйĕн пысăк тÿпине хывни çинчен каланă.
Тиеве пуçтарма Патăрьел, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Комсомольски, Шупашкар округĕсем тата Шупашкарта пурăнакансемпе предпринимательсем хутшăннă.
Ноябрь 2026 |
