Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен «Пĕрлĕхре - вăй» форумĕ иртнĕ. Унта Раççейри 26 регионтан тата чикĕ леш енчен килнĕ делегатсем (Китай, Беларуç, Казахстан), çавăн пекех республикăри вĕрентекенсем хутшăннă. Сумлă хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕтсе илнĕ.
«Чăваш Енре тĕрлĕ наци çынни пурăнать, Правительство кашни чĕлхене республикăра тан шайра янăрама майсем туса парать, - тенĕ Олег Алексеевич. - Вĕрентÿре эпир грамматикăна тарăн тимлĕх уйăрма мар, ачасене тăван чĕлхене ăнланма тата ăна пурнăçра ирĕклĕн усă курма вĕрентесси çине пусăм турăмăр. Ачасене уроксенче кăна мар, урăхла та илĕртме пулать. Тĕп вырăнта - чĕрĕ культура хутлăхĕ, унта йăла-йĕркене хисеплеме шкул ачисем хăйсемех театр студисемпе калаçу клубĕсем урлă пулăшаççĕ. Шансах тăратăп, форумри шухăшсем ятарлă вĕрентÿ практикисемпе проектсене куçĕç, вĕрентекенсемпе ăсчахсен уçă калаçăвĕ вара ÿсекен ăрăва тăван сăмах патне тата ытларах туртăнма хавхалантарĕ».
Форума Йĕпреç округĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем% Алена Ядрицова (Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ шкул), Алина Семеновăпа Ирина Тихонова (Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ шкул) тата Алина Федорова (Пысăк Упакасси шкулĕ) тата вĕренÿ пайĕн методисчĕ Татьяна Башмакова хутшăннă. Икĕ кун пынă форумра вĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем, çавăн пекех вĕрентÿри витĕмлĕ мел-меслетсем çинчен пĕлсе, çĕнĕ çынсемпе паллашса хавхаланса таврăннă. Тĕрлĕ платформăсенче чĕлхе пĕлĕвĕн, вĕрентĕ-вĕн методикин тĕсĕсене тишкерсе пĕтĕмлетÿ тунă тата çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисемпе тăван чĕлхепе калаçнинчен пуçласа искусственнăй интеллектпа усă курса вĕрентекен онлайн-платформăсем туса хурасси таранах сÿтсе явнă. Çĕнĕ методикăсем пирки республикăри паллă ăсчахĕсем каласа кăтартнă.
Шкулсене грантпа пулăшнипе тата вĕрентекенсене хавхалантарнипе пĕрлех республикăра вĕрентÿпе методика никĕсне пысăк калăпăшпа çĕнетсе пыни пирки те калаçнă. Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхипе литератури пособийĕсен ярăмне çĕнĕрен кăларма хатĕрлеççĕ. Материалсене вĕ-рентÿн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн кĕртеççĕ. Çĕнĕ методика ачасемшĕн çăмăлрах та илĕртÿллĕрех пулĕ тесе шанаççĕ. Пособисене электронлă версисем, интерактивлă ĕçсем тата цифра ресурсĕсемпе çыхăнтарма палăртаççĕ.
Анна Михайлова
Ноябрь 2026 |
