Роза Емельянова
Калав
Паян Настя каллех шурă хурăн патнелле утрĕ. Чунĕ темшĕн унтах туртрĕ. Куçĕсем шывланнă Настьăн. Çитсен, савнине ыталанă пек, çамрăк хурăна çупăрларĕ хĕр. Унăн куçĕ умне Вовăпа çÿренĕ кунсем тухса тăчĕç. Мĕнле телейлĕччĕ вĕсем! Шкулта та, çуллахи ăшă каçсенче те ялан пĕрлеччĕ çамрăксем. Анчах тем пулчĕ каччăна - хулана вĕренме тухса кайрĕ те пачах манса кайрĕ Настя çинчен. Халь йĕкĕт Шупашкар хĕрĕпе çÿрет, яла сайра хутра çеç килсе каять. Урамра курсан та, ним пулман пекех сывлăх сунать те малалла хăйĕн çулĕпе утать. Настя вара ниепле те манаймасть Вовăна. Çак шурă хурăн çеç хĕр чĕрине лăплантарать.
Настя кăçал вуннăмĕш класс пĕтерет. Çуркуннепе чĕрĕлнĕ çанталăк çынсен чун-чĕрисене те сиплет, çĕнĕ вăй-хăват парать. Пĕррехинче хĕр шухăша кайса шкул коридорĕпе утнă чухне хирĕç пĕр каччă килнине асăрхарĕ. Вăл ниепле те куçĕсене ун çинчен илеймерĕ. Йĕкĕт утать, Настя çине ăшă куçсемпе, ăшă кулăпа пăхать. Темле чуна тыткăнлакан çутă сарăлать каччăран. Унăн па-йăркисем хĕре хăйсен хăвачĕпе тĕлĕнтерсе, хумхантарса ячĕç. Хĕвел куçа йăмăхтарса ялтăртатма тытăнчĕ тейĕн, пĕтĕм тавра асамлă çутăпа çиçме тытăнчĕ. Чĕрере çав тери ырă пулса кайрĕ Настьăн - утса мар, вĕçсе тухрĕ шкултан. Вăл урамра та çак ту-йăм тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕ, ешĕл симĕс тум тăхăннă хурăнсем çине темччен çухалса кайса пăхса тăчĕ. Кайран çеç хĕр аса илчĕ, ку каччă - Николай Сивелин, кăçал 11-мĕш класс пĕтерет.
Тепĕр кунне Настя шкула ăна курас ĕмĕтпе утрĕ. Акă каччă хăйсен класĕнчи хĕрсемпе калаçса тăрать. Вĕсен умĕнчен иртсе кайнă чухне Николай ун çине тинкерсех пăхнине туйрĕ хĕр, чунĕпе хумханчĕ.
- Салам, Настя, мĕнле пурнăçсем? - терĕ пĕррехинче йĕкĕт, шкул коридорĕнче иккĕш çеç тĕл пулсан.
- Чиперех-ха, _ хуравларĕ хĕр.
- Пуçна ан ус, хаваслăрах пул, - терĕ те каччă, васкаса малалла утрĕ.
Настя вара ниепле те унăн ăшă куçĕсене манаймарĕ. Пĕлет хĕр _ йĕкĕтĕн хăйĕн савнийĕ пур, тахçанах çÿреççĕ пĕрле. «Мĕншĕн ман Николай пек пичче çук-ши хăть?» _ шухăшларĕ Настя хурланса.
+уллахи кунсем, çамрăксемшĕн ырă вăхăт, мĕнле пуçланни те сисĕнмерĕ. ,çлесе ывăннă пулсан та, каçпа Настя тантăшĕсемпе клуба каять е урамра калаçса ларать. Час-часах вĕсем патне ялти каччăсем пырса лараççĕ.
_ Эх, хĕрсем, тунсăхларăм сирĕнсĕр, ĕнерхи каçранпах курман вĕт хамăр ял пикисене, _ тет те вара Сережа, пурне те сиктере-сиктерех хăйĕн савнийĕ _ Альбина, çумне хаваслăн вырнаçать.
Шÿтлеççĕ, кулаççĕ çамрăксем. Настя çеç хăй Вовăпа пĕлтĕр çакăн пек телейлĕн вăхăт ирттернине аса илет те куллянать ăшĕнче.
- Салам Çăкалăх çамрăкĕсене! - илтĕнет тепĕр чух урамра Николайăн сасси, велосипедпа ял витĕр тухса кайнă чух.
- Килсе лар кунта, таçта ан васка, - чĕнеççĕ хĕрсем ялан каччăна.
- Савни кĕтет, савни çилленет, - шÿтлет те йĕкĕт, малалла вĕçтерет.
Николайăн сассине илтсенех, Настьăн чунĕ савăнать те, тунсăхлать те. Вăл хавасчĕ ăна халь çак çамрăксен ушкăнĕнче курма, анчах каччă яланхиллех хăйĕн савнийĕ патне, Ырашкассине, васкать.
Час-часах Настя асламăшĕн ялне, Хурăнлăха, кайса килет. Килĕшет ăна ват çын патĕнче.
- Асанне, каласа пар-ха хăв çамрăк чухне мĕнле пулнине, асаттепе паллашнине, - ыйтать вара хĕр пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн асламăшĕнчен.
- Ĕлĕкхи йĕркесем çирĕпрех пулнă, çапах каччăпа хĕрсем килте тунсăхласа ларман, вăйăсене те тухнă, уявсенче те савăннă, тĕрлĕрен мыскарасене те лекнĕ, - пуçлать кашнинче кинемей хăйĕн пуплевне, мăнукĕ савăнсах итленине курса.
Темле тĕлĕнмелле лăпкă пулса каять вара Настьăн чунĕнче. Вăхăт та чарăнса ларать тейĕн çак самантсенче. Итлĕччĕ те итлĕччĕ вăл асламăшĕн калавне темчченех, анчах ват çын ывăнать - кун каç еннелле сулăннă.
- Юрĕ, асанне, тепреххинче каласа парăн ыттине. Эпĕ кайрăм, - тет те хĕр килелле тухса утать.
Хĕвел аннă ĕнтĕ. +анталăк лăпкă. Кăмăл лайăх. Урасем ывăннă пулсан та, çăмăллăн пыраççĕ. Яла çитес умĕн çеç чĕре канăçне çухатать. Настя Вова çинчен шухăшлама тытăнать, Николай пирки салхулланать, малаллахи пурнăç пирки пăшăрханать.
Çуллахи ырă кунсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Хĕр уншăн кулянмасть. Юратать вăл кĕркуннене, мĕншĕн тесен çак кăштах салхуллăрах вăхăт иртнĕ кунсене пĕтĕмлетет, малалла - çĕнĕ пурнăçа, талпăнма хистет. Настя вунпĕрмĕш класра, юлашки çул çутă ачалăх тĕнчинче. Умра ăна пысăк ăраскал кĕтет.
Шкула тăтăшах Николай хăйĕн савнă хĕрĕ патне килсе каять. Йĕкĕт хăйсен ялĕнчи ял хуçалăх кооперативĕнче тракторист пулса ĕçлет. Часах каччăна çара илсе каяççĕ. Вăл хăшпĕр чухне хăйĕн савнине ирех шкул умĕнче тимĕр урхамахĕпе кĕтсе илет.
- Ачасем, пурте паян ман пата салтака ăсатма пырăр! Эпĕ ыран çара каятăп! - йыхравларĕ пĕррехинче каччă, тракторне чарса.
- Пирĕн çинчен манса ан кай унта, - хуравларĕç харăс Настя ялĕнчи хĕрсем.
- Çырусем кĕтетĕп сирĕнтен, пикесем! - янрарĕ Николайăн сасси кĕрхи сывлăшра.
Каччă кăнтăрла иртсен шкула килсе темччен юлташĕсемпе калаçса тăчĕ. Настя юнашар иртсе кайнă чухне вăл темскер каласшăнччĕ, анчах хăяймарĕ. Хĕр хумханчĕ пулсан та, мĕн тумаллине пĕлмерĕ.
Ир-ирех шкул ачисене хирĕç пĕр машина вĕçтерсе пыни курăнчĕ. Унăн кузовĕнче виçĕ каччă. «Тепре тĕл пуличчен, пикесем!» - илтĕнчĕ машина çинчен. Хĕрсем ăнланчĕç, ку йĕкĕтсем - пулас салтаксем. Настя вĕсен хушшинче Николая та курса ĕлкĕрчĕ, кăмăлĕ салхулланчĕ унăн, каччăн ăшă та ырă куçĕсемсĕр йывăр пулать пурăнма. Вĕсем вăй, хавхалану парса тăратчĕç хĕре. Халь вара пĕччен йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла кайма вĕренес пулать унăн.
Малалали пулать
Ноябрь 2026 |
