Кĕркуннехи каникул - канмалли çеç мар, туйăмсемпе пĕлÿ арчине пуянлатмалли вăхăт та. Пучинкери шкулăн 3-мĕш класĕнче вĕренекенĕсем каникула чăнах та усăллă ирттерчĕç, Йĕпреçри 28-мĕш пушар чаçне тата уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейне çитсе курчĕç.
Пушар чаçĕнче мĕн курни ачасен асĕнче нумайлăха тăрса юлчĕ. Кунта ĕçлекенсем экскурсантсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, çулăма хирĕç кĕрешекенсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, кашни кун пирĕн хăрушсăрлăха хÿтĕлекен чăн-чăн паттăрсен йывăр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ачасем пушар техникине те, çулăм сÿнтерме усă куракан тĕрлĕ хатĕрсене те çывăхран тытса пăхсах сăнарĕç. Паллах, нумай ыйту пама та именсе тăмарĕç!
Экскурси этнографи музейĕнче малалла тăсăлчĕ, унта виççĕмĕш класс ачисем тăван çĕршывăн историпе тата йăли-йĕркипе паллашрĕç, несĕлсен пурнăçĕпе çыхăннă пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç.
Каникул усăллă та интереслĕ иртрĕ.
Людмила Иванова,
класс ертÿçи
Ноябрь 2026 |
