София Павловна Аввакумова ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче, «Красный фронтовик» колхозра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухни те тахçанах ĕнтĕ унăн, çак кунсенче вăл 85 çул тултарчĕ. «Вăхăт ытла та хăвăрт иртет, манăн çамрăк çулсем ăçта-ши?» -тĕлĕнет юбиляр.
Ял-йыш хушшинче ветеран ырă ятлă. Çулĕсем сахалах мар пулин те, икĕ алла пĕр ĕç тупатех. «Нихăçан та алă усса ларнине курман ăна», - теççĕ ун пирки кÿршисем. Мĕн ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, канлĕх çинчен ĕмĕтленмеç-ха кинемей. Вăй-хал çитнĕ таран сад-пахчара та, кил хушшинче те, çуртра та тăрмашать. Паллах, çывăх çыннисем те пулăшса пыраççĕ ăна.
Çавра çуралнă кунпа София Павловнăна сумлă хăнасем - Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов тата Йĕпреç муниципалитет округĕн депутачĕ Ева Петрова килне пырса саламланă. «Çирĕп сывлăхлă пулăр, ан чирлĕр!» - суннă хăнасем, асăнмалăх парнепе чечек çыххи парнеленĕ май. Йĕпреç муниципаллă округ пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă Тав хучĕ те ветеранăн кăмăлне çĕкленĕ. «Ватăсене манманшăн, хисепленĕшĕн пысăк тав сире», - тенĕ вăл, хăнасемпе сывпуллашнă май.
Анна Михайлова
Ноябрь 2026 |
