НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Хисеплĕ вулаканăм, юрататăп эпĕ сана!»

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 09:21 Просмотров: 11

тесе пуçлать хăйĕн «Кĕслен кĕске кĕввисем» ятлă сăвă кĕнекинчи умсăмахне пирĕн тăрăхри паллă журналист тата поэт Геннадий Кузнецов. Вăл, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çынсемпе тачă çыхăнса-хутшăнса пурăннăскер, хăй шăрçаланă кашни йĕркене вулакана юратса, унпа çывăх тăванпа калаçнă пек ансат, çав хушăрах тарăн шухăшлă чĕлхепе çырнă хайлавсем чĕре тĕпнех çитеççĕ те чи таса туйăмсем вăратаççĕ.

Унăн тăван ен илемне мухтаса, ĕçчен те пултаруллă çыннисене халалласа çырнă сăввисене йĕпреçсем кăна мар, республикăн кашни кĕтесĕнчи, çавăн пекех республика тулашĕнчи чăвашсем те, кăмăлласа вулаççĕ, сăввисене кĕвĕлесе юрăсем çыраççĕ. Тăван çĕре чунтан юратакан кашни çыннăн ăшри туйăмне хăйĕн сăввисенче тасан уçса пама пултарнă талантлă çыравçă çинчен паян, шел пулин те, иртнĕ вăхăтпа кăна аса илме тивет.

Хура кĕр кунĕ, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ, хурлăхлă хыпар илсе килчĕ% хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, тивĕçлĕ канăва тухичченех, пенсире те хăйĕн юратнă ĕçне пăрахман ăста журналист, районти «Çĕнтерÿшĕн» («За победу») хаçатра 60 çул ытла вăй хунă Геннадий Васильевич Кузнецов пурнăçран уйрăлнă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна 83 çул тултарнă ĕç ветеранĕн хĕрÿ чĕри тапма чарăннă. Редакцишĕн,  журналистсен республикăри сообществишĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн, республикăшăн  чăтма çук йывăр çухату ку...

Чирлесе кайичченех редакцие яка та пуян чĕлхепе çырнă, вулакансемшĕн интереслĕ хайлавсем кĕре-кĕре паратчĕ вăл, вĕсем çийĕнчех черетлĕ номерсенче кун çути куратчĕç. Кăçал та хавхаланса ĕçлерĕ, очерксемпе, тĕрленчĕксепе паллаштарсах тăчĕ  район хыпарçин тусĕсене. Вулакансем хăйсем те Кузнецов  çырнисене кĕтсех тăратчĕç, паха материалсемшĕн редакцие кĕрсех тав туса хăваратчĕç.

Геннадий Васильевичăн юлашки хайлавĕ, тăван кĕтес илемне мухтаса çырнă сăвви, поселок кунне паллă тăвас умĕн, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче пичетленсе тухрĕ райхаçатра. Çав сăвăра вăл Йĕпреçе, унăн çыннисене хăй мĕнлерех юратни çинчен çырса кăтартни, хисеплĕ вулаканăмăрсем, пирĕн чун-чĕресенче тăван çĕре юратнăран тĕлкĕшекен хĕрÿллĕ  те таса ту-йăмсене уçса панипе танах пулчĕ. Вуласа пăхар-ха, эппин, ЭлВăрКан тесе хушма ятпа çырнă талантлă поэтăмăрăн, юратнă ентешĕмĕрĕн тăван ене халалланă хăш-пĕр сăввисене.

Йышлă халăх ăна, легендăна кĕрсе юлакан çынна, иртнĕ юнкун юлашки çула ăсатрĕ, унпа яланлăхах сывпуллашрĕ. Хăй пирĕн хушăра тек пулмасассăн та, унăн хисеплĕ ячĕ çынсен астăвăмĕнче кăна мар, чунне уçса çырнă произведенийĕсенче,  кĕнекисенче, хаçат-журналсенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Сăввисем тăрăх çырнă юрăсем, уйрăмах Йĕпреçсен гимнĕ, поэт ятне вилĕмсĕрлетĕç.

Светлана Быкова

Тăван тăрăха

Сап-сар хырсен ĕречĕ витĕр,

Шур хурăнсенĕн варрипе

Çĕн пăравусăн çулĕ выртнă

Ик кĕмĕл хĕлĕх йĕрĕпе.

 

Ĕшеннĕскер, кăшт кантăр, тенĕн,

Пĕр-пĕр çул кукрине çитсен,

Мал ĕмĕтлĕ этем çĕкленĕ

Семафорне те кирлĕрен.

 

Паянчченех тăрать вăл çирĕп

Çула уçса, çула хупса,

Пачах канмасăр каçăн-ирĕн

Кĕреннĕн-симĕссĕн çунса...

 

Çав çутăра çуралнă юрă

Вĕçет янравлăн таврана:

«Йĕпреç, эс ĕмĕр-ĕмĕр пурăн,

Тĕлле малашлăха кăна».

 

Çĕн шуçăм шевлипе янравлăн

Эрешленет каяс çул-йĕр.

Çĕкле чысна-чапна мухтавлăн,

Эпир чунтан юратнă çĕр!

Чĕрепе калаçни

Кашни сăввах «чĕре» сăмах кĕнишĕн,

Тархасшăн, критик, ан ятла мана.

Чĕре çунса тăрать пулсан çĕннишĕн,

Нимрен малтан тав тумалла ăна.

 

Çак пĕчĕк чăмăрккан вăйне виçеймĕн.

Тата формулине ку таранччен

Никам та тупайман. Çĕн Фарадейăн

Çиçмен-ха ăнăçу шыравĕнче.

 

Чĕре! Санран эп тĕлĕнетĕп хытă:

Ăçтан пурне те ху çине илме

Çитет сан тÿсĕмÿ? Кимме эп тытрăм

Эс çирĕпрен шарлак хумсем тĕлне.

 

Кун-çул тинĕсĕнче çĕтсе каймасăр,

Ишетĕп малалла - çул ÿсĕнет.

Малта тĕллев çыранĕ курăнмасăр

Антармĕ талпăну хăй парăсне.

 

Эй, ахăр самана, ан улăштарччĕ

Чĕре таппин пĕр тикĕс çеммине!

Мана эс вăхăтпа танах пыртарччĕ,

Поэзишĕн хĕртем пуç мимине.

 

Çĕрлесенче ыйха манса ларнишĕн,

Юратнă арăм, ан кĕрсем чĕрре.

Çунма та хатĕр Музăшăн-савнишĕн, -

Çапла тума ыйтать вĕри чĕре.

 

Пăхать те кантăкран ялтравлă шуçăм,

Çĕн кун çырать автограф васкаса.

Ахаль тăратмăп эпĕ ку таруçăн

Кукалекен çилхеллĕ Пегаса.

 

Блок калашле, тĕлĕкпе çеç туслаштăр

Ыр канăç. Вăл – поэтшăн çичĕ Ют.

Йĕрке кĕвви килмест çав вăштăр-ваштăр,

Эс уншăн тар тăкатăн вунă хут.

 

Хĕлхем сапать те тимĕрçĕ сунталĕ,

Ĕçне пуçлать сулмаклă мăлатук!

Çĕн сăвă та çав йĕркепех çуралĕ

Ăшчикĕмре кăвар хĕмленнĕ чух.

 

Юррăмсене, тăван Йĕпреçĕм, йышăн.

Пĕлеймĕп çавăрма кунтан ытла.

...Кашни сăввах «чĕре» сăмах кĕнишĕн

Мана, тархасшăн, критик, ан ятла...

Сонетсем

Çакна эс асăрханă-и, юлташăм;

Хĕвел шартса çиçен çу кунĕнчех

Сар çулçă çаврăнса ÿкет аташнăн,

Сип-симĕс хурăнсен кăтри çинчен.

Ун ĕмĕрĕ çапла кĕске пулнишĕн

Пăшăрханса утатăн сукмакпа.

Чĕрÿ çунать пулсассăн та çĕннишĕн,

Курăнусем ан килччĕр йÿн хакпа.

Сар çулçă ÿкрĕ... Çăмăллăн, асапсăр,

Вĕçленнĕ вĕçеве лăпкарĕ çĕр.

Сăввун янравĕ вăранать-тĕк сассăр,

Çын чĕринче вăл хăвараймĕ йĕр.

 

Алла тытатăп эпĕ çав çулçа.

Мĕскершĕн вăл хускатрĕ сăвăçа?..

 

Кĕтмен чухне килсе шÿтерчĕ çумăр,

Пит кирлĕ чух çÿрерĕ вăл тарса.

Пурне те паллă çакă аксиома:

Кĕтни, кирли выртмасть килсе ума.

Çав йĕркепех-çке хывăнать сукмакĕ

Телейĕн те. Ăна тытмашкăн пĕл.

Эс ун енне ху утăмла сулмаклăн:

Ан чăхăмла! Вара пулатăн тĕл.

Савни, сан куçусен сенкер кăварĕ

Чĕре тĕпне хĕлхем ÿкернĕрен

Хама çуралнăн туйăп çĕнĕрен.

 

Эс пур чухне _ мана пĕччен хăвармăн,

Чĕр çумăрне те ярăн вăхăтра,

Чуна çунтармăн шелсĕррĕн вутра.

х х х

Ман алăка хуралламасть çăра:

Пуриншĕн те пÿрт-çуртăм манăн уçă.

Кирек хăçан та чунăм уçăран

Кăмăлăмра ташлать шевлеллĕ куçăм.

Ырра кăна чĕнетĕп çывăха,

Усал вăйран пурне те пистересшĕн.

Мухтатăп туслăха та çынлăха:

Хам ĕçĕмпе çавна çеç систересшĕн.

Çĕнни хура тарпа çуралнине

Курса тăни çителĕксĕр, тăванăм,

Кăвак хуппи çиçсе çуталнине

Ĕç ниминче кĕтсе илесчĕ манăн.

 

Хам ĕçре чух та çуртăм уçă ман:

Ĕшеннĕ çын, кĕрсе тухма ан ман!

х х х

«Ĕçÿ-хĕлÿ ĕмĕрсене ăмсантармалăх

Юлнишĕн чи малтан кама тав тумалла?»

Çапла ыйтсан, каларăн мар-и эсĕ: «Халăх

Ăсĕпеле вăйне эп илтĕм çурмалла».

Аннем чĕлхипеле канашлакан йăмралăх

Мана халавлăн йыхăрсан малтан-мала,

Атте пиллерĕ% «Йăх ятне çÿле йăтмалăх

Пĕлÿ çÿпçин мулне сан вĕçĕм хушмалла».

Лачкам тара ÿксе, чун кĕтнине шырарăм,

Ырсан та - çур çулта тăмарăм чарăнса,

Хамран иртекене пăхмарăм ăмсанса.

Текех ĕненÿпе ăнтăлăва мухтарăм,

Хавшак чĕре юрри юхсан та шăранса.

Çитес çĕре çитнĕ теме пултараймарăм.

х х х

Çулсем пĕр чарăнусăр чупнă çемĕн

Йышланчĕ тунката чĕре вăрманĕнче.

Пырать вăл çаралса. Кашлать кичеммĕн...

Кĕрхи сивлек çилсен салхуллă шавĕнче.

Хĕвел ури текех ташша çапаймĕ,

Вăл анăç хĕррине çитсе ÿкет кĕçех.

Ман яшлăха асамçă та тавăраймĕ,

Вăл пулнă - кайнă та калла килмен. Çав çех.

Сар çулçăсен вĕçевĕ пуçлансассăн,

Сивчир хуçлатнă пек еретĕп чĕтреве,

Ăш çу иртсен, тÿпе куççуль тăксассăн,

Кĕр сулхăнне сиссе, çапла сывлать пĕве.

 

Апла пулсан, лартам кун-çул сакки çине

Хам вырăна килен ăру ачисене.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6