Округра СВО участникĕсем валли кирлĕ япаласем пуçтарас ĕç хĕрÿ пырать. Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕпе округ администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ пуçарнă акцие шкулсемпе ача сачĕсем хастар хутшăнаççĕ.
Кĕлĕмкассинчи вăтам шкул çумĕнчи ача садне çÿрекен шăпăрлансем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пулăшу ĕçне хаваспах кÿлĕнчĕç. Кĕске вăхăтрах гуманитарлă пулăшу пухса Кĕлемкассинчи маскировка сечĕсем çыхакан центра илсе килтĕмĕр.
Центр ертÿçи Людмила Николаева ачасене чунтан тав турĕ, унтан вĕсем валли пĕчĕк экскурси ирттерчĕ - кунта мĕнле усăллă ĕç туни çинчен каласа тата кăтартса пачĕ.
Тĕлпулу ăшă та усăллă иртрĕ. Тĕрлĕ ăрури çынсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, ачасен патриотла туйăмне аталантарма пулăшрĕ, сăваплă та пархатарлă ĕçе хисеплеме вĕрентрĕ.
Алина Алексеева, воспитатель
Ноябрь 2026 |
