Иртнĕ эрнере республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта - «Чувашия ремесленная-2026» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче – ĕçчен, ылтăн алăллă, чăвашлăха палăртакан тĕлĕнмелле чаплă та ытарайми илемлĕ япаласем тума пĕлекен ăстасем.
Вĕсен хушшинче республика шайĕнче кăна мар, Раççейре те палăрнă ентеш, çулсеренех хăйне евĕрлĕ капăрлăх япалисем туса конкурссене тăратакан, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туптакан Дина Трякова та пурри пирĕн чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. Хамăр алăстипе мухтанмаллипех мухтанма пултаратпăр эпир! Дина Анатольевна хальхинче вĕтĕ шăрçасенчен тунă чăваш наци тĕрриллĕ япалисемпе çĕнтерÿçĕсен ретне лекме пултарнă. Унăн чаплă, паха сувенирĕсем кирек мĕнле курава та илемлетеççĕ, пуянлатаççĕ.
Конкурс епле иртсе пыни çинчен тĕплĕнрех пĕлтерер% республика комиссине пĕтĕмпе 109 ăстаçă заявка тăратнă, жюри членĕсен 700 ытла ĕçе пăхса хаклама тивнĕ, çавсенчен 85 ĕçĕн авторĕсем çеç конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрĕнче тупăшма чыс çĕнсе илнĕ. Унта хутшăнма тивĕç пулнă, 15 енлĕ тупăшура мала тухнă 28 ăстаçăна, вĕсен хушшинче пирĕн Дина Анатольевна та пур, паллах, «Пехет» агромаркетра раштавăн 12-мĕшĕнче чысласа наградăсем параççĕ.
Çакна та каласах хăвармалла, алăстисем тĕрлĕ меслетпе туса хатĕрленĕ чи паха ĕçсене суйласа илсе, раштавăн 16-20-мĕшĕсенче Мускавра иртекен «Ладья. Хĕллехи юмах-2026» конкурс-ярмăрккара пулакан анлă курава кăлараççĕ. Хамăр ентешĕмĕре - Дина Трякова-Савăрпие - çĕршыв ша-йĕпе иртекен конкурсра та тăван Чăваш Ен тата Йĕпреç чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеме сунатпăр.
Светлана Быкова
Ноябрь 2026 |
