Пысăк Упакассинчи шкулта 1-мĕш класра вĕренекенсем «Салтак патне çыру» акцие хутшăнчĕç.
Ачасем çывхасра килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлакан открыткăсем ăсталаса салам сăмахĕсем шăрçаларĕç. Илемлĕ çырас ăсталăха вĕсем тин кăна хăнăхса пыраççĕ пулин те, пурте тăрăшса кашни саспаллине çавăрттарчĕç. Салтаксене телейлĕ çĕнĕ çул, сывлăхпа ăнăçу, çывăх çыннисем патне, тăван киле çĕнтерÿпе хăвăртрах таврăнма суннă вĕсем.
Çак илемлĕ открыткăри ăшă сăмахсем çапăçури паттăрсене вăй-халпа хастарлăх хушасса шанаççĕ вĕренекенсем, мĕншĕн тесен кашни йĕркене таса туйăмпа çырнă.
Ноябрь 2026 |
