Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Чĕмпĕр хулин Вĕрентÿ министерстви сăмах ăстисен «Çеçпĕл пирĕн чĕрере» ятлă регионсем хушшинчи конкурсне йĕркеленĕ. Унта пирĕн округри Липовка поселокĕнчи шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăннă.
«Ачасенчен чи маттуррисем хăйсем тăван чĕлхепе çырнă сăввисене, калавĕсемпе пьесисене çав конкурса ярса пама хăюлăх çитерчĕç. Халĕ мăнаçланма та пулать çамрăк çыравçăсен пултарулăхĕпе, «Чи лайăх сăвă» номинацире Игорь Васильев - çĕнтерÿçĕ, Арина Константиновăпа Юлия Иванова призерсем пулса тăчĕç. «Чи лайăх пьеса» номинацире вара Марина Васильевăна палăртрăç, вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă. Илемлĕ произведени çырас пултарулăхпа палăрнă ачасене пурне те дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç», - тесе пĕлтерет Юлия Кошелева вĕрентекен.
Светлана Быкова
Ноябрь 2026 |
