НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Экологи темипе - викторина

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 09:24 Просмотров: 6

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Туçари культура çуртĕнче шкул çулĕсенчи ачасене явăçтарса «Çутçанталăк тĕлĕнтермĕшсемпе пуян» темăпа экологи викторини ирттернĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва экологи культурине вĕрентесси, çутçанталăк ытамне тухсан харпăр-хăйне тĕрĕс тытма хăнăхтарасси.

Культура вучахĕн илемлăх ертÿçи Ираида Ильина  тата вырăнти хĕрарăмсен канашĕн активисчĕ Надежда Лазарева ачасене тăван тавралăхăн экологи тасалăхне упрамалли çинчен каласа панă, унтан тĕп темăпа çыхăннă ыйтусен хуравĕсене пуринчен те маларах пĕлессипе викторина йĕркеленĕ. Ыйтăвĕсем пит çăмăллисемех мар пулсассăн та, шăпăрлансем ку таранччен шкулта вĕреннине аса илсе, хамăр енчи йывăç-тĕмсемпе, ÿсентăрансемпе, чĕрчунсемпе тата кайăксемпе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс хуравланă. Тавралăха сиен кÿнин тĕслĕхĕсене чăн пурнăçран илсе кăтартнă.

Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май, ачасем викторинăна хутшăннипе çутçанталăк ырлăх-пуянлăхне упрасси çинчен çĕннине нумай пĕлнине палăртнă, çавăн пекех вĕсем тăван тавралăх илемне упрассипе, хушсах пырассипе ырă ĕçсем ытларах тума шантарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6