Йĕпреç округĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли хÿтлĕх каррисем çыхакансене, гуманитари пулăшăвĕ пухакансене пĕрлештерекен пунктсем тарăн тымар ярса çирĕпленчĕç. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев чăмăртаса тăрать Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене çĕнтерĕве çывхартма пултарнă таран пулăшасси.
Фронта тĕрев парас текенсен ыркăмăллăх марафонĕ 2023 çулта темиçе волонтер пуçарулăхĕпе пуçланса кайнă пулсан, хальхи вăхăтра çак юхăма пиншер те пиншер çын хутшăнать. Тыл фронтшăн пĕрлехи вăйпа ĕçлет. Çĕршыв шăпи 85 çул каялла пирĕн асаттесемпе мăн асаттесене мĕнле хумхантарнă, паянхи ăру та çавăн чухнехи пекех хамăр пуласлăхшăн пăшăрханать. Мирлĕ тÿпе айĕнчи тăнăç пурнăçа упраса хăварассишĕн нацистсене хирĕç çапăçакан паттăрсене пулăшасси кашнин тивĕçĕ пулса тăчĕ.
Ырă ĕçсене - фронта маскировка хатĕрĕсем кăна мар, куллен тата уйрăмах кирлĕ япаласене пухса гуманитари пулăшăвĕ ăсатса тăрассине - тĕрлĕ çулти çынсем хăйсен ирĕкĕпе, чун-чĕри ыйтнипе хутшăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне, пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн округри ял тăрăхĕсенче фронта пулăшакан 16 пункт ĕçлет. Йĕпреç, Киров, Пучинке, Эйпеç, Энтриел, Кĕлĕмкасси, Хурамал, Пысăк Упакасси, Чăваш Тимеш, Шăрттан, Ирçе Çармăс территори пайĕсенчи ял-поселоксенче хăçантанпа ĕнтĕ пĕр чарăнмасăр хамăр çарсемшĕн пысăк пĕтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Пурте вăй çитнĕ чухлĕ фронтшăн тăрăшаççĕ, пĕрисене ырласа теприсене хурламалли çук.
Пахалăхлă материалтан çыхнă маскировка каррисем çар техникине тăшман «куçĕнчен» пытарма кăна мар, боецсене дронсенчен хÿ-тĕленме те питĕ кирлĕ. Каласа хăвармалла: иртнĕ кунсенче кăна-ха Хумри Ишекре те тетелсем çыхакан тепĕр пункт уçăлни çинчен хыпар ил-тĕмĕр. Ку ял активисчĕсем лайăх тĕслĕх кăтартаççĕ, ырă ĕç тума нихăçан та кая мар. Тыл ĕçĕсенчен айăккинче тăрса юлмалла мар, вĕсем те çĕнтерÿ туптассине тÿпе хывасшăн.
Ялсенчи пунктсем пурте Йĕпреçри «За Отечество» центпа тачă çыхăнура. Кунта та ялан хĕрÿ ĕç шавĕ илтĕнсе тăрать. Тахçанах ĕнтĕ волонтерсен унччен алăпа тунă ĕçне çăмăллатас тата хăвăртлатас шутпа вырăнти Кулибинсем ал айĕнчи хатĕр-хĕтĕртен ятарласа станок пуçтарнă. Ăна çавăрттарса спанборд тĕркемне ярăмăн-ярăмăн касаççĕ, теприсем çавсенчен «лĕпĕшсем» туса тетел çине эрешлесе çыхаççĕ. Кунта хăйĕн вăрттăнлăхĕ те пур. Хÿтлĕх каррине çутçанталăкăн хальхи вăхăтне çывăх тĕслĕ тума тăрăшмалла. Сăмахран, хура кĕр е пĕрремĕш юр ÿкнĕ çĕр пичĕ пек тĕслĕ тусан кăна хÿтлĕх каррин шанчăклăхĕ темиçе хут та ÿсет. Çакна Украинăри хирĕç-тăру хирĕнчи салтаксенчен килекен тав сăмахĕсенчен те аван туйса илетĕн. Хальхи вăхăтра вĕсене тĕттĕм вăрмана тата йĕпе юра аса илтерекен хÿтлĕх шăналăкĕсем кирлĕ.
Йĕпреç енчи тыл ĕçче-нĕсем фронта паха хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтернине кашнинчех палăртаççĕ центрпа тачă çыхăну тытакан боецсем. Йĕпреçпе Вăрнар округĕсенчи çар комиссарĕ Александр Николаев, хăй те вăрçă танатинчен туптанса—пиçĕхсе тухнăскер, волонтерсен тăрăшулăхне пысăка хурса хаклать. Центра час-часах кĕрсе тухать вăл, кунта çÿрекенсене вăй хушма пулăшакан ăшă сăмахсем тупать. «Питех те кирлĕ ĕç тăватăр эсир, сирĕн хÿтлĕх каррисем çар техникине кăна мар, салтаксен пурнăçне те çăлаççĕ», - тесе кунти ĕçченсене тав туса, хавхалантарса хăварать.
Хамăр ентеш-салтаксем патне кăна мар, ыттисем патне те çитеççĕ Йĕпреçсем хатĕрленĕ маскировка каррисем. СВОра юттисем çук _ пурте хамăрăннисем! Ку таранччен пирĕн енчи тыл ĕçченĕсем фронта 6000 ытла маскировка хатĕрĕ, 30 млн ытла тенкĕлĕх гуманитари грузĕ ăсатнă. Хăш-пĕр пунктсем, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаканнисем, хăйсем кăна 700 ытла сеть çыхнă. Тыл шанчăклă тĕрев пулнине вĕсем шавласа, «пуш параппан çаптарса» мар, конкретлă ĕçсемпе ĕнентерсе параççĕ.
Хÿтлĕх карри фронтпа тыл хушшинчи çирĕп çыхăну палли - чăн-чăн символĕ - пулса тăчĕ тесен те тĕрĕсех. Вĕсене вăрçă хирне яма чĕркесе хатĕрленĕ чухне уçă кăмăллă хĕрарăмсем, хăйсен чун ăшшине палăртса, хушшине трикосемпе футболкăсем, хулăн нускисемпе перчеткесем кăна мар, пылак çимĕçсем те, сăмахран, варени, конфет-печени тата ыттине те хурса яраççĕ. Кĕтмен парнене вăрçă нушине куракан салтаксем мĕнлерех кăмăл-туйăмпа йышăннине сăмахпа каласа та параймăн. Аякран, тăван енрен килекен ыркăмăллăх темĕнле çирĕп чунлă салтака та куççульлентерет çав. «Пире манмаççĕ! Чунтан тухакан сăмахсем шăрçаланă çырусемпе те çемье ăшшине асилтерсех тăраççĕ. Кунта чи пысăк вăй хушаканни - çакă!» - тесе хуравсем çыраççĕ салтаксем. Шкул ачисенчен килекен «Эсир - пирĕн хÿтĕлевçĕсем! Мухтанатпăр сирĕн паттăрлăхпа. Сирĕн хыçра - шанчăклă тыл. Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» тесе çырнă виçкĕтеслĕхсене вара чĕре çумĕнчи кĕсьере чиксе çÿреççĕ.
Фронта яма уйрăм пунктсенче хатĕрлекен япаласемпе гуманитари пулăшăвĕ Йĕпреçри центра пуçтарăнать, кунтан йывăр тиевлĕ машинăпа пĕтĕм республика пухнă грузпа пĕрле СВОна ăсанать. Волонтерсен хастар ертÿçи Роза Хлебникова «За Отечество» центр ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать кăна мар, ялсенчи пунктсене те координацилесе тăрать. Унăн пуçарулăхĕпе чăмăртаннă йышри ылтăн алăллă ăстасем фронта пулăшмалли çĕнĕлĕхсем шухăшласа кăларассипе те маттур пулчĕç. Пĕр вырăнта тăпăртатса тăмаççĕ, фронтпа таччăн çыхăнса, вăхăт йыхравне итлесе, пулăшмалли çĕнĕ мел-меслетсем те шухăшласа тупаççĕ. Вĕсем тахçанах ĕнтĕ разведчиксемпе «хĕрлĕ хăю» тепĕр енче çапăçакансем валли «тимĕр кайăксенчен» пытанмалли «кикимора», «леший» текен накидкăсемпе нашлемниксем, хăйне евĕрлĕ балаклавăсем, фольгапа спектроспанран дронсенчен хÿтĕленмелли шăналăксем, «пончосем», кивĕ тăлăпсемпе кĕрĕксенчен ăшă айсарăмсем тума вĕренсе çитнĕ. Кусемсĕр пуçне çĕвĕçсен тăрăшулăхĕпе шутсăр нумай вырăн хатĕрĕсемпе çивиттисем, аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм çĕленĕ, минтерсемпе утиялсем хатĕрленĕ. Çавсене те фронта, госпитальсене, тонни-тоннипе ăсатнă. Халĕ тата, хĕле кĕнĕ май, окоп çуртисемпе ăшă япаласем ытларах кирлĕ пулаççĕ - çанă тавăрсах ĕçлемелле.
Фронтран килекен уйрăм заказсене пурнăçласси яланах тĕп вырăнта. Хăватлă çар техникине хуплама 4,5х10 тăваткал метрлă маскировка шăналăкĕсем ыйтнăччĕ - сăмахсăрах кĕске срокра çыхса пачĕç.
«За Отечество» центрăн «Макс» мессенджер тытă-мĕнче хăйĕн страници пур, унта волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ тата фронта шăп çак тапхăрта васкавлăн мĕнле пулăшу кирли, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарни, камсем мĕн чухлĕ куçарни тата ытти те - йăлтах ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Салтаксем ыйтнине тÿрех тивĕçтерме, кирлине туянма нухрат пухни, укçа-тенкĕне тăкаклани - пĕтĕмпех уççăн, куç умĕнче пулса пырать. Тыл паттăрĕсем те çакăнтах палăраççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе, предпринимательсемпе танах уйрăм çынсем те пуçарулăх кăтартнине палăртсах хăвармалла.
Илсе кăтартмалли ырă тĕслĕхсем çав тери нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ Йĕпреçсен опычĕпе çывăххăн паллашма Чăваш Енĕн ытти округĕсенчен те волонтерсем килсех тăраççĕ. Чăваш Патшалăх архивĕнчен те килнĕ, Центр ертÿçинчен Роза Хлебниковаран, «кĕмĕл» çулсенчи волонтерсенчен ятарласа интервью илнĕ, Йĕпреç енри тыл ĕçченĕсен юхăмĕн историне летопиçе çырса хăварнă.
Анчах тыл хăвачĕ - ахаль çынсенче! Вĕсем хăйсем тепĕр çар, пинĕ-пинĕпе! Çĕршыва хÿтĕлекенсем хыçĕнчи шанчăклă хÿме - шăпах çавсем! Вĕсен паттăрла ĕçĕсем пĕр юхăма пĕрлешсе тинĕс пулаççĕ. Çав тинĕсрен хăватлăрах вăй пур-ши тĕнчере? Ăна кам парăнтарĕ? Тĕрĕслĕх пирĕн енче! Пĕрле эпир çĕнтеретпĕрех!
Ноябрь 2026 |
