Роза Емельянова
Малалли
Настя пуçĕпех вĕренĕве чăмрĕ. Вова яла киле-киле кайрĕ, анчах малтанхи савнийĕпе калаçмарĕ. Çĕнĕ çул та иртсе кайрĕ, 8-мĕш март уявĕ те часах çитет.
- Хĕрĕм, тăхта-ха, сан ятпа кунта открытка килнĕ, - чарчĕ пĕррехинче ăна ялти почтальонка.
Чечеклĕ уяв саламĕ Николайран иккен. Настя, çакна кĕтменскер, пăлханса кайрĕ. Вăл йĕкĕтрен килекен ăшша пĕтĕм чунĕпе туйрĕ. «Çырусем кĕтетĕп, Настя», - тенĕ каччă вĕçĕнче. Хĕр темччен открыткăна алăра тытса ларчĕ, мĕн хуравламалли çинчен шухăшларĕ. Каçпа вăл хумхана-хумхана Николай патне шкулти пурнăç çинчен çыру шăрçаларĕ, праçникпе саламланăшăн тав турĕ. Тепĕр кунне ăна почта ещĕкне кайса ячĕ. Çапла иккĕшĕ пĕр- пĕрин патне çыру çÿретме пуçларĕç. Хĕр кашнинчех Николайран хыпарсем чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Вĕсене вуласан, савăнăçлă, çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿрерĕ вăл.
Акă шкулти юлашки каç, алăра аттестат. Хĕрсемпе каччăсем çăмăллăн шкул вальсĕн кĕввипе çаврăнаççĕ. Пурте савăнăçлă пулсан та, кашнин чĕринче кăштах салху пур. +ăмăл мар сыв пуллашма хаклă учительсемпе, туссемпе.
- Кайрăмăр ташлама! - терĕ те Сережа, Настьăпа тантăшне зал варринех илсе тухрĕ.
- Эх, çаврăнар, - каларĕ Альбина, савнине аллинчен тытса.
- Эпир те юлар мар, - терĕ юнашар тăракан Роман, Настьăна ташша чĕнсе.
Вальс кĕвви янрать те янрать… «+акăнта халь юнашар Вова пулмаллаччĕ вĕт-ха, темшĕн çулсем уйрăлса кайрĕç», - шухăшларĕ хĕр, телейлĕ тантăшĕпе унăн тусĕ çине пăхса.
Ир енне хĕрсемпе каччăсем ял çумĕнче вырнаçнă сăрт çинчи пĕчĕк вăрмана утрĕç. Вĕсем унта хĕвел тухнине кĕтсе илме кайрĕç. Акă ылтăн пайăркасем çывăракан çутçанталăка çутатса çĕнĕ куна вăратаççĕ. Çакна сăнакан çамрăксем чунĕсемпе туйрĕç, паянтан вĕсен те çĕнĕ пурнăç пуçланать.
II
Настя хулана кайса института бухгалтера вĕренме кĕме документсене пачĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулчĕ, вăл халь ĕнтĕ - студентка. Часах хĕр тăрăшсах пĕлÿ пухма тытăнчĕ. Сайра хутра вăл Шупашкар урамĕнче Вовăна тĕл пулкаларĕ. «Салам, Настя!» - тет те каччă кашнинчех, малалла утать. Хĕр уншăн халĕ питех хуйхăрмасть. Вăл пуçĕпех студент пурнăçне чăмнă, вăхăт çук салхулланса ларма. Канмалли кун киле çитсен, Николай çырăвĕсем çамрăк чуна кичемленме памаççĕ.
Анчах пĕррехинче каччăн çырăвĕ Настьăна çав тери хумхантарса ячĕ. Хĕр ăна вуланă май, ниепле те ĕненеймерĕ унти сăмахсем хăйне валли пулнине. «Настя, эпĕ сана хамăн савни пулма ыйтатăп», - тесе çырнă йĕкĕт. Куççульсем шăпăр- шăпăр юхрĕç хĕрĕн, çав вăхăтрах вăл хăй ăшĕнче каччăна чунтан тархасларĕ, «Тархасшăн, Николай, кирлĕ мар кун пек манпа…». Темле илтес килсен те «савни» сăмаха чĕрене çывăх çынран, Настя ăнланчĕ, каччă пăтранчăк кăмăлпа çырнă çакăн пек. Николай хăйĕн хĕрĕпе, Маринăпа, çара кайиччен тăватă çул пĕрле çÿренĕ. Çакăн чухлĕ пынă таса туйăм тăруках сÿнсе ларма пултарнине ĕненмерĕ Настя. Хĕрĕ те çăмăлттай мар, яланах шухăшласа калаçать çынпа.
_ Аня, мĕн пулнă сирĕн тантăша. Мĕншĕн çыру çÿретме пăрахнă вăл Николайпа? - ыйтрĕ вăл Маринăн тантăшĕнчен, хула урамĕнче тĕл пулсан.
- Çырăвĕсене ярать-ха вăл, анчах темшĕн хыпарсем вырăна çитеймеççĕ, хăшпĕррисем каялла та килеççĕ адрес тупăнманнипе, - хуравларĕ хĕр.
«Ăçта васкатăр-ши эсир, каччăсем? - терĕ Настя тепĕр кунне хăйĕн хуравĕнче Николай патне. - Пĕчĕк пăтăрмахранах пысăк пĕтĕмлетÿсем тăватăр. Упрăр пĕр-пĕрне, хăвăр туйăмсене». Пĕртте аркатас килмерĕ унăн Маринăпа Николайăн тахçанхи туслăхне. Питĕ йывăр юратнă çынтан уйрăлма - çакна лайăх пĕлет хĕр. Вăл вара каччăна лайăх юлташ вырăнне шутлама хăнăхнă ĕнтĕ.
(Малалли пулать)
Ноябрь 2026 |
