Хурамал салинчи Николаев урамĕнче çак кунсенче техникăпа рабочисем кĕрлени илтĕнсе тăчĕ. Ку урамра та асфальт сарма тытăннă. Юсакан лаптăкăн тăршшĕ 1040 метрпа танлашать. Ĕçсене «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн туса параççĕ. «Эльбрус» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ подряд организацийĕ хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлама тăрăшни куç умĕнчех.
Урам хушшинчи çул ял çыннисемшĕн питĕ пĕлте-рĕшлĕ, çĕнĕ çул хăтлăхпа хăрушсăрлăха ÿстерĕ. Ĕçсем мĕнле пынине Йĕпреç округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов ертÿçĕсемпе пĕрле тĕрĕсленĕ. Вĕсем рабочисем шантарнă пек ĕçсене палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлени тата, чи кирли, пахалăхлă пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Вырăнти халăх юсав ĕçĕсем мĕнле пынине сăнасах тăрать.
Çакна та каласа хăварас килет: çак объект 2026 çулта Йĕпреç округĕнче «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланă 101-мĕш - юлашки - проект пулчĕĕ
Анна Михайлова
Ноябрь 2026 |
