Çак кунсенче Çĕнĕ Выçлинче пурăнакан хисеплĕ ватăна Зинаида Сергеевна Ивановăна чысларĕç. Вăл 96 çул тултарчĕ.
Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăма саламлама Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов килнĕ, ветеран мĕнле пурăннине ыйтса пĕлнĕ.
Зинаида Сергеевна вун-пĕр çулта чухне вăрçă пуçланнă. Çап-çамрăкскер аслисемпе танах çĕнтерÿшĕн ĕçленĕ. Выçлăх та, йывăр ĕç те унăн кăмăлне хуçман. Çитĕнсе çитсен патока заводне ĕçе вырнаçнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта тăрăшнă. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Валерий Витальевич тыл ветеранне çуралнă кунпа саламланă май çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, лăпкă та канлĕ кунсем суннă, Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата чечек çыххипе парне парса кăмăлне хăпартнă. Хăйне тимлĕх уйăрма вăхăт тупнишĕн Зинаида Сергеевна хаклă хăнана чĕререн тав тунă.
Зинаида Сергеевнăна çывăх çыннисен тимлĕхĕпе юратăвĕ вăй парса пырать. Тăванĕсем унăн лăпкăлăхне упраççĕ, вăл пурнăçри мĕнпур йывăрлăха чăтăмлăн тÿссе ирттернĕшĕн паян ырлăхра пурăнма, чи хĕвеллĕ те çутă кунсене курма, чун ăшшине туйма тивĕç теççĕ.
Анна Михайлова
Ноябрь 2026 |
