Иртнĕ эрнекун, каç пулттипе, Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕ купăс сассипе тулчĕ. Кунта «Чăваш Енре çутă» тата «Единая Россия» партин «Пĕчĕк Тăван çĕршыв культури» проектсемпе килĕшÿллĕн «Выля тата юрла, юратнă хуткупăсăм!» чĕнÿпе купăсçăсен конкурс-фестивалĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăх культурипе йăли-йĕркине аталантарассинче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан купăсçăсен ăсталăхне хакласси, вĕсен хушшинче чи пултаруллисене палăртса хавхалантарасси, мĕншĕн тесен купăс вăл - халăх чунĕ: вăл ăрусене пĕрлештерет кăна мар, хамăр культурăн эткерлĕхне те килес ăрусем валли упрать.
Сцена çине çав кану каçĕнче харпăр-хăй тĕллĕн купăс калама вĕреннĕ кĕвĕ-çемĕ ăстисем пĕрин хыççăн тепри тухса курма килнисене савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Фестивале хутшăннă уйрăм гармонист-солистсен шучĕ 17-рен те иртсе кайрĕ. Вĕсен хушшинче хамăр муниципалитетăн территори пайĕсенчен килнĕ музыка ăстисем кăна мар, кÿршĕллĕ Вăрнар тата Патăрьел округĕсенчен те йышлăн пулчĕç. Купăсçăсене тĕрев параканнисем - пултарулăх ушкăнĕсем. Çавăнпа конкурс-фестивале хутшăннисен пĕтĕмĕшле йышĕ 64 çынна та çитрĕ. Уйрăмах активлисем тата йышлисем - Шăрттан (Анатолий Яковлев, Геннадий Иванов, Петр Николаев, Константин Антонов тата фольклор ансамблĕ «Улах»), Кĕлĕмкасси (Анна Антонова, Трифон Сергеев тата фольклор ансамблĕ «Йăлтăм», Николай Ильин тата фольклор ансамблĕ «Ахах»), Чăваш Тимеш (Александр Федулов, Ананий Макаров тата фольклор ансамблĕ «Эревет») территори пайĕсенчен килнисем.
Мероприяти Пучинкери «Юхăм» фольклор ансамблĕн, тĕрлĕ конкурс-фестивальсен лауреачĕн ятне пĕр хутчен çеç мар çĕнсе илнĕ пултарулăх ушкăнĕн (ертÿçи тата гармонисчĕ Нина Михайлова) савăнăçлă юрри-кĕввипе пуçланчĕ. Каласах хăварар, ку ушкăн конкурс-фестивале те хастар хутшăнчĕ, кĕвĕ-çемĕ ăмăртăвĕнче пултарулăхпа палăрчĕ.
Унтан купăсçăсен пысăк ушкăнне тата курма килнисене фестиваль уçăлнă ятпа Культура аталанăвĕн центрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Петров саламларĕ, конкурса хутшăнакансене ăнăçусем, куракансене вара кăмăллă кану сунчĕ.
Купăсçăсен тăватă тĕрлĕ конкурс витĕр тухма тиврĕ: «Чи лайăх гармонист-солист»; «Юрлакан гармонист»; «Гармонистсен ансамблĕ»; «Юрлакансене кĕвĕ каласа пулăшакан чи лайăх гармонист». Жюри членĕсем вара вĕсен пултарулăхне хакласах пычĕç, кашни номинацирех çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене палăртрĕç.
Куракансем кашни конкурсанта хапăл туса кĕтсе илсе хыттăн алă çупса ăсатрĕç, купăсçăсем хăйсем каланă кĕвĕпе хăйсемех юрă шăрантарни уйрăмах кăмăла кайрĕ куракансене. Ара, халăх юррисем чăнласах чуна тыткăнлаççĕ-çке! Гармонистсем ансамбльсемпе сцена çине тухсан, вĕсем каланă кĕвĕ-çемĕпе юрра-ташша ярсан камăн чĕри хускалмĕ; Куракансем тÿссе лараймарĕç, хăйсем те зала янратмаллах юрласа ячĕç.
«Чи лайăх гармонист-солист» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тата пĕрремĕш степень дипломне Патăрьел тăрăхĕнчен килсе çитнĕ Анатолий Марков тивĕçрĕ, иккĕмĕш стерпеньлĕ диплом лауреачĕ - Туçа ялĕнчи Николай Ильин, виççĕмĕш вырăнта - Патăрьел енчен килнĕ Владимир Семенов. Ирçе +армăсри Александр Шулаева пушкăртсен тутапа каламалли музыка инструменчĕпе кĕвĕ выляса тĕлĕнтернĕшĕн «Хăйне евĕрлĕ музыкçă» дипломпа чысларĕç.
«Юрлакан гармонист» номинаци çĕнтерÿçи тата пĕрремĕш степеньлĕ диплом лауреачĕ - Анна Антонова (Кĕлĕмкасси), иккĕмĕш вырăнта - Николай Ильин (Туçа), виççĕмĕш степеньлĕ лауреат дипломĕ Борис Кириллов аллинче (Вăрнар).
«Гармонистсен ансамблĕ» номинацире Вăрнар енчен килнĕ «Алтăр çăлтăр» ансамбль мала тухасси тÿрех сисĕнчĕ, ара, нумай çул пĕр ушкăнра вылякан купăсçăсем (Виталий Варламов, Вениамин Иванов, Станислав Шумилов, Борис Кириллов, Иван Комаров, Василий Павлов) ăсталăхне туптаса çÿллĕ шая çитерни куç-кĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ ансамбль республикăра та тах-çанах палăрма ĕлкĕрнĕ. Иккĕмĕш степень лауреачĕн дипломне Патăрьел округĕнчен килнĕ купăсçăсем Владимир Семеновпа Анатолий Гаврилов тивĕçрĕç. Виççĕмĕш степень лауреачĕн дипломĕ çамрăк купăсçăпа Тимофей Романовпа унăн наставникне Алексей Сергеева (Йĕпреç) тухрĕ.
«Юрлакансене кĕвĕ каласа пулăшакан чи лайăх гармонист» номинацире лауреат дипломĕсене Константин Антонов (Шăрттан), Николай Ильин (Туçа), Трифон Сергеев (Кĕлĕмкасси), Валерий Ильин (Эйпеç), Алексей Сергеев, Тимофей Романов (Йĕпреç), Нина Михайлова (Пучинке) çĕнсе илчĕç. «Чи çамрăк участник» номинаци дипломĕ Хурамалти Никита Магаева лекрĕ.
Фестиваль-конкурса хутшăннă купăсçăсем хăйсен пултарулăхĕпе - чăвашла, вырăсла шăрантарнă илемлĕ юррисемпе, кĕвви-ташшисемпе - куракансене тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Ялти купăсçă вăл - уявсене чун кĕртекен, пурне те хавхалану парнелеме пултаракан çын, унсăр пĕр мероприяти те иртмест. Çавăнпа чăн-чăн талантсене вăхăтра асăрхама, хаклама пĕлмелле тата аталанма пулăшмалла. Харăхра пурăнакан ырă йăла-йĕркесене упраса хăвармалла. +улсеренех ирттерекен конкурс-фестиваль хальхинче те хăйĕн тĕллевне туллин пурнăçларĕ.
Ирина Шумихина,
Светлана Быкова
Ноябрь 2026 |
