НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Наци телекуравĕнче - пучинкесен уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 09:17 Просмотров: 9

Пучинкери «Пучах» ача садĕнче Чăваш тĕррин кунне халалланă пысăк мероприяти иртнĕ, ăна «Чăваш Ен» наци телекуравĕнче кăтартма та ÿкерсе илнĕ.

«Асанне арчи - чăваш несĕлĕсен чун-хавалĕн çул-йĕрĕ» ятпа иртнĕ уяв мероприятине телекурав валли ÿкернĕ. Передачăра паянхи ача сачĕ мĕнле пурăнни йăлтах ал тупанĕ çинчи пекех çывăххăн курăнать.

Мероприяти сценарийĕпе килĕшÿллĕн ачасем «Илемлĕ! Илемлĕ чăваш тĕрри» вăйă картине тăрса халăх юррине шăрантарнă, унтан Ксения Егоровăпа Тимур Димитриев тăван чĕлхепе сăвă вуланă. Варя Сорокина вара халăх юррине çепĕççĕн янраттарнă.

Шăпăрлансене ĕлĕкренех пыракан «Ят пĕлмелле» вăйă питĕ килĕшнĕ, вĕсем киленсех унта хутшăннă. Çавăн пекех пĕчĕккисем чăвашсен наци капăрлăхне - масмак тĕрлемелли вăрттăнлăхсене пĕлнĕ. Вĕсем валли урокне ача сачĕн заведующийĕн тивĕçне пурнăçлакан Дина Анатольевна Трякова ирттернĕ.

Наци телекуравĕн репортерĕ Ксения Егоровăпа Вероника Матвеевăран илнĕ кĕске интервью палăрса юлмалли самант пулса тăнă, ку хĕрачасен асĕнче, пурнăçри пĕрремĕш интервью пулса, ĕмĕрлĕхе юлĕ.

Чăваш тĕррин уявĕ мĕнлерех хавхаланупа, мĕнлерех илемлĕ те савăнăçлă лару-тăрура иртнине пирĕнтен кашниех курса киленме пултарĕ, передачăна Наци телекуравĕ çитес кунсенчех эфира кăларма палăртать.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6