НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çул – ял пурнăçĕн тĕп тытăмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.11.2026, 09:43 Просмотров: 12

Наци проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăннăранпа ялсемпе хуласенче чылай улшăнусем пулса иртрĕç, вĕрентÿ тата сывлăх заведенийĕсем тĕпрен юсанса çĕнелчĕç кăна мар, кирлĕ кадрсемпе те пуянланчĕç, инфраструктура тытăмĕн шайĕ ÿснĕçем ÿссех пырать, çулсем юсанса çĕнелеççĕ.

Тĕрĕссипе каласан – распубликăра паян япăх çулсем юлманпа пĕрех тесен те юрать. Сăмахран, Йĕпреç муниципалитет  округĕнче çул-йĕр ыйтăвĕ юлашки вунăçуллăхра чи çивĕччисенчен пĕри  пулнине округра пурăнакан çынсем кăна мар, кÿршĕсемпе хăнасем те аванах пĕлеççĕ пулĕ. Çак ыйтăва иртнĕ виçĕ  çул хушшинче татса пама пултарнинче, паллах, вырăнти тата регионти влаçсен тÿпи пысăк. Паян Йĕпреç çĕрĕ çинче çатма пек çуталса выртакан çулсемпе чăннипех те мухтанма пулать. Юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех туса вĕçленĕ тесех калаймăпăр, тĕрĕсрех каласан –  вĕсем пĕр кунлăха та чарăнман, çак виçĕ çул хушшинче çĕнетсе майланă е çĕнĕрен сарнă çулсен калăпăшĕ чăннипех тĕлĕнтерет. Кунта та наци проекчĕсен тÿпи пур.

«Пурнăç инфраструктури» наци проекчĕ шучĕпе Йĕпреç округĕнче çак кунсенче кăна-ха тепĕр çул лаптăкне çĕнетрĕç, Хурамал ял тăрăхне кĕрекен Хумри Ишек ялне тĕп салапа çыхăнтаракан 1250 метр тăршшĕ лаптăка  çĕнĕрен асфальт сарса юсарĕç. Ку çул çинче юсав ĕçĕсем пĕлтĕрех пуçланнăччĕ, палăртса хунипе килĕшÿллĕн çулăн 1 çухрăма яхăн татăкне çĕнĕрен сарнăччĕ. Кăçал вара çула пĕтĕмпех юсама май тупрĕç. Ку çулăн пĕлтерĕшĕ пысăк – ун тăрăх ял çыннисем çăмăл машинăсемпе тухса çÿреççĕ, шкул автобусĕ Хумри Ишек ачисене Хурамалти шкула  турттарать, инкек-тавраш сиксе тухас пулсан васкавлă пулăшу тата пушар сÿнтерекенсен  машинисен те  çак çулпах каймалла. Япăх çул пулăшăва вăхăтра илсе çитерме чăрмав кÿрет – ку ыйту ял çыннисене тахçанах пăшăрхантарнă. Çавăнпа та ишексем паян савăнмаллипех савăнаççĕ.

Юсав ĕçĕсене «Эльбрус» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ организацийĕ вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Общество ертÿçи Андрей Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсем палăртса хунă графикрен тухман, çанталăкĕ те çула вăхăтра туса пĕтерме пулăшрĕ тейĕн. Çак кунсенче хумриишексем яка та тумхахсăр çулпа вĕçтерсе çÿреме тытăнчĕç. Муниципалитет пуçлăхĕ Игорь Семенов юсав ĕçĕсем пыракан вырăна тăтăшах тухса çÿрерĕ, ĕçсем еплерех пынине тĕрĕслесех тăчĕ.

Пурнăç шайĕ çулсен пахалăхĕпе ытларах виçĕннине вырăнти ертÿçĕсем аван пĕлеççĕ. Халăх та çакна лайăх  ăнланать, юлашки çулсенче ял çыннисем кам та пулин туса парасса кĕтме пăрахрĕç, «Ниме – халăх бюджечĕ» программа ял çыннисене ĕçе хăйсен аллине илме вĕрентрĕ. Çак программăпа усă курса Хурамал ял тăрăхĕнче юсаман çулсем юлманпа пĕрех. Вак чул сарса хытарнисĕр пуçне хăйсен пуçарăвĕпе асфальт сарма пуçларĕç.

Çул вăл – ялсене тата хуласене çыхăнтаракан канал кăна мар, ял пурнăçĕн тĕп  тытăмĕ. Хурамалпа Хумри Ишек хушшинчи çĕнелнĕ çула илес пулсан, çак тĕслĕх  наци проекчĕсем ял пурнăçĕн аталанăвне çÿллĕрех те çÿллĕрех шая çĕкленине кăтартса парать, ял çынни хăй çуралнă вырăнтах пурăнма, ĕçлеме, ачасене вĕрентсе сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме май тупать. Тĕплĕнрех каласан – наци проекчĕсен пĕлтерĕшĕ  çĕнĕ асфальтра е цифрăсен кăтартăвĕнче çеç мар, вăл - çынсен кăмăлĕнче, вĕсен шанчăкĕнче, ял пуласлăхĕнче.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6