НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Икĕ уяв ял-йыша пĕрлештерчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.11.2026, 10:00 Просмотров: 10

Çĕнĕ Выçли ялĕнчи культура çуртĕнче харăсах икĕ пысăк пулăма  - Халăх пĕрлĕхĕн кунне тата Ял кунне - пĕрле уявланă.

Çак кун ялта туслă, пĕр çемьери пек пурăнакансем тата хăнасем тăван тăрăхăн йăлисене, çитĕнĕвĕсене, хастарĕсене чысласа пĕрле савăннă.

Мероприятие Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов уçнă. Вăл ĕçпе тыл ветеранĕсене, юбилярсене, нумай çул пĕрле пурăнакансене, çамрăк çемьесене, ялти пурнăçа çутăрах та интереслĕрех тăвакан активистсене - вĕсен йышĕнче 96 çулти Зинаида Сергеевăна, ылтăн туй кĕтсе илнĕ Константиновсен çемйине тата ыттисене те - чысланă. Маскировка тетелĕсем çыхас ĕçе хутшăнакансене  те тав туса Мухтав хучĕпе палăртнă.

Уяв программи хаваслă та юрă-кĕвĕрен пуян пулнă.  Хурамал культура çурчĕн тата кÿршĕллĕ Каçал тăрăхĕнчи Хырхĕрри ялĕн артисчĕсем илемлĕ концерт лартса панă, куракансене лайăх кăмăл-туйăм парнеленĕ, пултарулăхĕпе савăнтармаллипех савăнтарнă.

Шăпах çакăн пек уявсенче халăх пĕрлĕхлĕ пулни  уйрăмах çивĕч сисĕнет. Олег Чернов ял старости мероприятие ирттерме пулăшнă çынсене, спонсорсене чунтан тав тунă. «Эсир тăрăшнипе мероприяти тулли те анлă, чун-чĕрене хавхалантармалла иртсе кайрĕ», - тенĕ вăл.

Ял халăхĕ те, хăнасем те уявпа кăмăллă юлнă. Йĕркелÿçĕсем çĕнĕвыçлисене тăван тăрăха юратма, çыннисемпе мăнаçланма, мухтанма, ял сăн-сăпатне, ентешсен пурнăçне тата та лайăхрах тума малашне те пĕрле тăрăшма ырлăх-сывлăх суннă.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6