Ял-салара пурăнакан ватă çынсене больницăна йăпăр-япăр çитсе килме çăмăл мар, тĕп центртан аякра пурăнакансене пушшех те. Çак проблема çине пуçлăхсем тимлĕх уйăрни кинемейсемпе мучисен пурнăçне лайăх енне улăштарма май пачĕ.
Сăмах Раççей Федерацийĕн президенчĕ Владимир Путин вăя кĕртнĕ «Çемье» наци проекчĕ пирки пырать. Социаллă пулăшу паракан Чăваш Енри центрсене, çав шутрах Йĕпреçри те, ятарлă машинăсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен çумĕнче йĕркеленнĕ ятарлă бригада 65 çултан иртнĕ, сывлăх енчен хавшак çынсене больницăна илсе çитерес ыйтăва татса пама пулăшрĕ.
Диспансеризаци тухма, сывлăха тĕрĕслеттерме ватăсене ялсене кайса илеççĕ. Автомашинăна çынсене хăрушсăрлă тата хăтлă турттарма мĕнпур кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ, сусăрсен кÿмине хăпартмалли хатĕр те пур. Калаçса килĕшнĕ кун машина яла çитсе çынсене лартать, больница умне илсе çитерет, кайран вара каялла яла леçет.
Çĕнĕ Выçли ялĕнче пурăнакансем те мобильлĕ бригада пулăшнипе диспансеризацине вăхăтра тухма пултарнă. «Вара! Пире килсех илеççĕ, каялла леçсе яраççĕ. Кун пеккине ĕмĕтленмен те. Пысăк тав пирĕн çинчен те шутланăшăн», - паянхи ырă улшăнусемпе кăмăллă пулнине палăртаççĕ Çĕнĕ Выçлинче пурăнакан кинемейсем.
Йĕпреçри социаллă пулăшу паракан центр СВО участникĕсен çемйисене те тимлĕх уйăрать. Нумай пулмасть ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă салтакăн ашшĕне пулăшу кирлĕ пулнă - Березовка поселокĕнче пурăнакан Владимир Николаевичăн терапевт патне çитсе килмелле пулнă. Вăл 1-мĕш группа инваличĕ, урасăр пулса ларнипе кÿмепе анчах куçса çÿреет. Арçын хăйне тĕллĕн çула тухса кайма пултараймасть, çавăнпа та мобильлĕ бригада медицина учрежденине çитме пулăшнă ăна.
Иртнĕ çулта мобильлĕ бригада 109 çынна районти тĕп больницăна илсе çитернĕ, пĕтĕмпе 22 рейс тунă. Кăçал вара хальлĕхе 88 çын диспансеризаци тухса сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ.
Анна Михайлова
Ноябрь 2026 |
