НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван (чăваш) чĕлхе вĕрентекенĕсен фестивалĕ иртрĕ

Категория: В районе Опубликовано: 13.03.2020, 13:10 Просмотров: 934

2633Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кĕлĕмкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок –тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» район шайĕнчи 7 фестивалĕ иртрĕ.  Фестивале кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул  çитнине халалланă.

Фестивале уçнă май Алевтина Александровна Игнатьева методист фестивале килнисене саламларĕ, ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Малалла вăл асăннă паллă кунсене халалласа Республикăра тата  районта иртекен мероприятисем çинчен каларĕ, вĕренекенсене çак мероприятисене хутшăнтарма сĕнчĕ.

Фестивале хутшăннă вĕрентекенсем Ю.В.Кошелева (Липовка шкулĕ), Л.П.Школьникова (Эйпеç шкулĕ), А.А.Ядрицова (Йĕпресри 2№ шкул), Е.М.Михайлова (Пучинке шкулĕ), М.Н.Анисимова (Энтриел шкулĕ) уçă уроксем ирттрчĕç, ку таранччен пухнă методикăри ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.

Пучинке шкулĕн вĕрентекенĕ Михайлова Е.М.  11-мĕш класра «Тайма пуç сана, салтак амăшĕ»  темăпа урок ирттерчĕ. Урокра чăваш литературинче вăрçă темипе çырнă хайлавсенчи салтак амăшĕн  сăнарне тишкерчĕç.

Урока вĕрентекен «Анне» çинчен калакан ытарлă халаппа (притчăпа) пуçларĕ. Ун хыççăн «Баллада о содаете» видеоролик та питĕ выранлă пулчĕ. Урок вĕçĕнче вĕрентекен ачасене «Раççейре салтак амăшĕсене  халалласа лартнă палăксем» презентаципе паллаштарчĕ. Кун пек палăк пирĕн Чăваш Енре те пур: ăна Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнче Николаева Т.Н. халалласа лартнă. Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 8 ывăлне кăларса янă, 6-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.

Кĕлĕмкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Г.В.Григорьевăпа О.Н. Анисимова тата музыка вĕрентекен С.А. Анисимов «Асанне арчинчи тупра» класс тулашĕнчи  уçă мероприяти (музыкăпа литература композицийĕ)  кăтартрĕç. Мероприятие  5-8-мĕш классем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн çи-пуçĕпе паллаштарчĕç, Чăваш Ене халалланă сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрласа, ташă ташласа, вăйă выляса куракансене тыткăнларĕç. Мероприятие вăйа картипе вĕçлерĕç.

Пултаруллă вĕрентекенсем дипломсене тивĕçрĕç.

 

Сайт Ибресинского района

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1