Авăн уйăхĕн 27-мĕшенче Йĕпреçри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенесем Муркаш районĕнчи ĕçтешсем патĕнче кĕçĕн кĕмĕл ункинче çул çÿревре пулчĕç. Чи малтанах муркашсем йĕпреçсене культурăпа этнографии музейĕпе паллаштарчĕç. Кунти кашни япала аваллăхпа паянхи кун саманчĕсемпе паллаштарать, ылтăн алăллă маçтăрсен пултарулахĕпе ăмсантарать. Кунтах асра юлмалли самант та пулчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк пултарулăх кăтартнăшăн икĕ вĕрентекене – А.А.Игнатьевăпа (районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ) Н.А.Евдокимовăна (Чăваш Тимеш вăтам шкулĕ) «Педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн» тата Н.Н.Александровăна (Хурамал ватам шкулĕ) «Ывăнми пархатарлă тĕпчевшĕн» медальсем парса чысларĕç. Малалла та çăпла тăрăшуллă ĕçлесе Чăваш çĕрне чапа кăларма сунĕç.
Çул çÿрев программи питĕ пуян та тухăçлă пулчĕ. Вĕрентекенесем Ильинка вăтам шкулĕнчи Б.И. Гузовский музейĕпе те паллашрĕç. Мĕн чухлĕ тĕлĕнмелле вырăнпа пуян Муркаш çĕрĕ! Кунта Ильинка тăрăхĕнчи виç çĕр çитмĕл çулхи юман та çÿлелле кармашса чăвашсен кун-çулне сăнать, Атăл çыранĕ айккинчи кĕмĕл саслă шыв сикки те сывлăх сунать, Каршлăхри ар çынсен монастырĕ те хайĕн сăваплăхĕпе хăй патне туртать. Хăнасене кĕтсе пĕçернĕ пулă яшки те еплерех техĕмлĕ тата!
Киле каяс умĕн Республикăри туризмпа краеведени центрĕнче пуçтарăнтăмăр. Авалхи чăвашсен йăх-тымарне, кунне-çулне çакăнта тепĕр хут çирĕплетрĕмĕр.
Икĕ район вĕрентекенĕсен туслăх кĕперĕ малалла та çирĕпленсе пытăр, ĕç опычĕ малалла та пуянлантăр.
Ноябрь 2024 |