НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Изумруд туйпа саламсем йышăннă мăшăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2026, 14:46 Просмотров: 13

Пучинке ялĕнче пурăнакан Петр Александровичпа Раиса Захаровна Парамоновсем туй тунăранпа 55 çул çитнине палăртрĕç.

Çак пулăмпа хисеплĕ те тĕслĕхлĕ çемьене Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов хăй ячĕпе тата Йĕпреç муниципаллă округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран саламласа свидетельство, асăнмалăх парне, чечек çыххи парса çирĕп сывлăх, тулли телей, çемьере килĕшÿпе çураçу, малалла та пĕрле алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне хисеплесе те ăнланса утма суннă.

Мăшăр пурнăç çулĕсем, ĕçри çитĕнĕвĕсем çинечен каласа панă. Петр Александрович пурнăçне «Красный партизан» колхозра вăй хурса ирттернĕ, Раиса Захаровна шкулта ĕçленĕ. +емье 5 ачана кун    çути парнеленĕ, ăс-тăн парса  ура çинĕ тăратнă.  7 мăнукĕпе киленме те шăпа тухнă изумруд туй кĕтсе илнĕ мăшăра. Кĕçĕн мăнуксене чунтан кĕтеççĕ.  Ачасемпе мăнуксем савăнтараççĕ, вĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕсем çĕнĕ вăй хушаççĕ Парамоновсене. Çемье йышĕ хушăнса пыни, йăх малалла тăсăлни мăнаçлантарать, паллах.

Петр Александровичпа Раиса Захаровна иккĕшĕ те тахçанах тивĕçлĕ канура. +апах та мăшăр алă усса ларма хăнăхман. Пĕрле кил-тĕрĕшри ĕçсене тăваççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Иккĕн чухне нихăçан та тунсăх мар вĕсене. Çемье телейĕ мĕнре пытаннă-ши; «Пĕр-пĕрне ăнланнинче», - пĕр иккĕленмесĕр хуравлаççĕ изумруд туй паллă туса ачисемшĕн тата мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан Петр Александровичпа Раиса Захаровна Парамоновсем. 

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4