Малалли
Укçа вăхăтра паманни, арăмĕпе ачисем сивĕнни тарăхтарчĕ ăна. Хĕнесе те пăхрĕ арăмне. Анчах Нина малтанхи пек куççулĕ юхтармарĕ, упăшки хĕненине шăла çыртса чăтрĕ. Сăмахпа та нимĕн те каламарĕ. Мишăна ку пушшех уртарчĕ. Амăшне хÿтĕлекен ачисене те тиркемерĕç чышкисем.
Канмалли кун Миша çĕнĕ юлташĕсемпе час-часах çухалса çÿренине пĕлсе Нина хваттере тирпейлеме шутларĕ. Ачисем те юрла-юрла ĕçлерĕç унпа пĕрле. Миша çук чухне хăйне ирĕклĕ туять Нина. Ăшри хуйхине юрăпа пусарать. Пÿлĕме тирпейлесе кĕпе-йĕм çуса пĕтерчĕ çеç - хваттерте шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ, Зина иккен.
- Нина, тархасшăн каçар мана, - пÿлĕме кĕнĕ-кĕмен Нинăн мăйĕнчен уртăнчĕ Зина. - Çÿреме пăрахтар упăшкуна ман пата. Куратăн-и, мĕнле хĕнесе пĕтерчĕ. Ку çеç те мар-ха, урăх хĕрарăмсем илсе пыма пуçларĕ хваттере.
Зинăн куçĕсем чăннипех те кăн-кăвак иккен. Хăйĕнчен эрех шăрши кĕрет.
- Каçар та, Зина, эс хăвна валли хăв шыраса тупнă. Мана тек Миша кирлĕ мар. Вăл паян пирĕн патран тухса кайсассăн та хурланас çук. Сан хăвнах шухăшламалла пулнă. Пĕрре аяккалла пăхма вĕреннĕ арçын сана улăштармĕ терĕн-им?
Çынна хĕрхенме вĕреннĕ Нина çапах та тÿсеймерĕ, тахçан туслă пулнă тантăшне тĕпеле илсе кĕрсе чейпе хăналарĕ, лăплантарса кăларса ячĕ.
Зинăна хăйĕн шăпи пырса тивнĕшĕн савăнмарĕ вăл. Хĕрарăмсен айванлăхĕ, ар-çынсен сăмахне чĕрене илме вĕренни тарăхтарчĕ ăна. çутçанталăкĕ çапла туса янă пулас хĕрарăма _ пурне те хĕрхенмелле, лăплантармалла, пулăшмалла. Чунĕ тăвăнса килнипе хваттерте тăрас килмерĕ Нинăн, ачисене уроксене хатĕрленме хушса хăварчĕ те урамалла тухрĕ.
Çутçанталăк çеç ниме пăхмасăр ешерет. Вăхăт малаллах шăвать. Пĕр самант-лăха та пулин чарасчĕ ăна. +ук, вăл никама та пăхăнмасть. Сивĕ хĕл хыççăн ак каллех çуркунне çитрĕ. Таврара çĕмĕрт шăрши сăмсана кăтăклать. Чĕрере ырă варкăш хускатать. Çул пăрлак пулнăран асăрханса утрĕ Нина. Çул çинче тĕл пулакан çамрăк мăшăрсем çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр ăмсанса пăхрĕ. Вĕсем çынсем хушшинчех хăйсене хăюллă тытни тĕлĕнтерчĕ ăна. Ăмсану туйăмĕ те часах сирĕлчĕ ун. Мишăпа иккĕшне те чылайăшĕ ăмсаннă мар-и? Ăнчах нумая пымарĕ çав телей, Миша çăмăлттайлăхĕ пурнăçа йăлт аркатрĕ. +иелтен çеç телейлĕ мăшăр пек курăнчĕç вĕсем. Ашра, çемьере мĕн пулса иртнине никам та пĕлмен.
- Каçарăр та, Иванов театрне мĕнле çитмелле-ши? - шухăша путнă хĕрарăма шартах сиктерчĕ хулăн сас.
Нина хăйне сăмах хушакан арçын çине çаврăнса пăхас тенĕччĕ çеç - пăр çинче шуса кайнипе тайăлнă кĕлеткине ури тытса чараймарĕ, вăл мелсĕр ÿкрĕ. +акна курса тăнă арçын хăй айăпне туйса хăвăрттăн Нина умне пĕшкĕнчĕ, тăма пулăшасшăн пулчĕ. Сылтăм ури çине пуссанах хĕрарăм хытă ыратнипе кăшкăрса ячĕ, ури хуçăлнă иккен ун. Хăйне больницăна ăсатнине те, урине гипсланине те тĕлĕкри пек çеç туйса выртрĕ Нина. Ирхине куçĕсене уçсан хăй умĕнче шурă халат тăхăннă хура куçлă çамрăк арçынна асăрхарĕ.
- Фу, - тарăннăн сывласа ячĕ вăл Нина куçĕсене уçнине курсан, - эпир сире вилсе каятăр пулĕ тесе. Талăк çурă çывăртăр вĕт.
Нина именнипе хĕрелсе кайрĕ. Куçĕсене аяккалла тартрĕ.
_ Ну-ну, ан именĕр. Мана Сергей Николаевич тесе чĕнеççĕ. Эп сирĕн врач. Тепĕр эрнерен ак хăвăра лайăх тытсан ташлама пуçлатăр.
Эрне иртсен ташлаймарĕ пулин те, костыльсемпе утса çÿреме пуçларĕ Нина. Ачисем, Зиновий тăтăшах килсе çÿрени те ăна хăвăрт сипленме пулăшрĕ пулас. Иван Петрович та Нина патне час-часах кĕрсе тухрĕ. Кашнинчех чечекпе килсе кĕчĕ вăл палатăна. Кăмăлĕ хăй май çаврăнасса кĕтнине туйрĕ Нина. Анчах чĕрине ăна юратма хистеймерĕ. Туртмасть Нинăна Иван Петрович патне. Юлашки вăхăтра вара вăл Сергей Николаевич хăйсен палатине килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕ. Ку малтан часрах сывалса киле таврăнас кăмăлĕ пысăк пулнăран пулĕ терĕ. Анчах çак хĕрĕнни пек çÿхе туталлă арçынна курмассерен ун чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Хăйĕнчен чылай аслăскерне яланах курас килчĕ. Сергей Николаевич та Нина патне кунне темиçе хутчен те кĕрсе тухать. Апат мĕнле çинипе, ура мĕнле сипленсе пынипе интересленет. Пĕррехинче тата Нина выртакан вырăн çинех пырса ларчĕ те хĕрарăмăн юн таппине тĕрĕслес шутпа ун аллине тытрĕ. Нина çав самантра хăй кĕлетки чĕтренине, куçĕ хуралса килнине, пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хăй тахçанах арçын ăшшине курманнине аса илчĕ Нина. Кĕлетки хăйне сутнăшăн аванмарланчĕ. Арçын та хĕрарăм улшăннине туйрĕ пулас, Нина çине тем ыйтнăн сăнаса пăхрĕ. Кĕç Нина хăй мĕн тунине хăй те ăнланса илеймерĕ, аллисемпе арçынна мăйран ыталаса илчĕ те антăхса кайса чуптума пуçларĕ. Палатăра никам та çукки хăюлантарчĕ ăна. Сергей Николаевич та хĕрарăма хыттăн пăчăртаса хăй çумне çупăрларĕ, ачашшăн тутинчен, куçĕсенчен чуптурĕ. Мĕн пулса иртнине иккĕшĕ те ăнланса илеймерĕç вĕсем. Икĕ кĕлетке туртăмĕ пуçри шухăшсенчен вăйлăрах пулчĕ. Кĕç Сергей Николаевич хăвăрттăн палатăран тухса кайрĕ. Икĕ кун пырса курмарĕ вăл Нинăна. Больницăран кăларнă кун та тĕл пулмарĕ ăна Нина. Хваттерне вăл сÿрек кăмăлпа таврăнчĕ.
Мăшăрне больницăран машинăпах илсе таврăнчĕ Миша. Хальхинче ачисемпе те, Нинăпа та вашават калаçрĕ. Мăшăрне эрне хушши пĕр ĕç тутармарĕ, ĕçрен те вăхăтрах таврăнчĕ. Виçĕ уйăх ĕç укçи паманни çеç тарăхтарчĕ ăна. Нинăн итлес килмерĕ упăшкине. Пĕр шухăш канăç памарĕ ăна% мĕн пулчĕ сасартăк Сергей Николаевича? Мĕншĕн сивĕнчĕ вăл унран? +амрăк хĕрарăм хăйĕн чĕри уншăн çеç çуннине аван ăнланчĕ. «Шăлавар тăхăннă киревсĕр чун» ун чунне çĕнĕрен хускатрĕ. Ачисемпе калаçса çеç йăпанăçне тупрĕ вăл.
Виçĕ эрнерен йăлтах сипленсе çитрĕ ун ури. Килте выртса йăлăхнăскер ĕçе хавас кăмăлпах тухрĕ. Вĕренекенсем те, пĕрле ĕçлекенсем те савăнсах кĕтсе илчĕç ăна. Ĕçре ăшри вăркав та сисĕнмерĕ. Хăйне те аванрах туйрĕ. Килĕнче Мишăпа тĕл пуласси, унпа калаçасси йĕрĕнтерчĕ ăна. Упăшки малтанхи пек командировкăсене çÿременшĕн хурланмаллипех хурланчĕ вăл халь. Анчах чун темĕнле сивĕнсен те киле таврăнмаллах, унта унăн ачисем амăшне кĕтеççĕ.
- Нина Николаевна, - шухăша кайнăскер, хăйне хыçалтан такам чĕннине илтрĕ вăл.
Нина çак сасса пин сасă хушшинче те уйăрса илмелле. Анчах ку тĕлĕкре пулĕ, аташма пуçламарăм-ши тесе пĕр самант пĕр вырăнта хытса тăчĕ.
- Нина, - илтĕнчĕ каллех хыçра, - мĕншĕн кÿреннĕ эс мана?
Нина хăй умĕнче чечек çыххи йăтса тăракан арçын еннелле çаврăнчĕ. Ăна каллех темĕнле асамлă вăй, чĕре те, ăс-тăн та чарма пултарайман вăй, арçын еннелле туртрĕ. Урамра иртсе çÿрекенсенчен те вăтанмарĕ вăл, Сергей çумнелле пăчăртанчĕ, кĕлетки тăрăх чуна сÿслентерекен хум чупрĕ, куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. «Акă мĕн иккен вăл телей», - пăшăлтатрĕ.
_ Нина, эсĕ ĕçе тухасса кĕтсе илейместĕп пулĕ терĕм. Палатăна пырсан хам туйăмсене тытса чараймасран хăрарăм. Киле шăнкăравларăм, анчах упăшку пулас, ялан эс килте çук тесе пĕлтерчĕ. Мĕн турăн эс манпа? Сана курнăранпах хам валли канăç тупаймастăп.
- Пĕлместĕп эпĕ нимĕн те. Хама та темĕн пулчĕ. Эпир ĕнтĕ çамрăк çынсем те мар. Ывăлăм та кĕçех яш çын пулать. Намăс мана. Анчах хам туйăмсене чараймастăп. Чĕре итлемест мана.
Чылайччен уçăлса çÿ-рерĕç Нинăпа Сергей. Ахальтен каламан ваттисем: юратакансем вăхăта сăнамаççĕ. Каçхи пилĕк сехетре çеç таврăнчĕ Нина киле. Халиччен кун пек кая юлса таврăнман арăмĕн савăнăçлă сăн-питне курсан Мишăн куçĕсем хаярлăхпа тулчĕç.
- Ăçта çÿрерĕн çак таранччен.
- Педсовет пулчĕ, - упăшкине пĕрремĕш хут суйрĕ Нина.
- Ан суй, эп шкула звонить турăм, унта тахçанах никам та çук.
- Сан мĕн тесе мана шырамалла. Эп сана нихăçан та шыраса çÿремен. Лар килте кĕтсе, хăçан та пулин çавах килетĕп теттĕн. Эсĕ те лар мана кĕтсе. Эс мана хăв ăçта çÿренине нихăçан та отчет туса паман. Эсĕ те ан ыйт манран эп ăçта çÿренине, - сиввĕн тавăрчĕ упăшкине Нина. - Ан сыхласа çÿре ман хыççăн.
- Нина, - арăмĕн çиллине сирес тесе ăшшăн сăмах хушрĕ Миша, _ пирĕн ачасем пур. Амăшĕ çапла киле час таврăнманнине курсан вĕсем мĕн шутлĕç. Эпир çапах та вĕсен ашшĕпе амăшĕ.
Çак сăмахсене миçе çул кĕтнĕ Нина. Вăхăтра кĕтсе илеймерĕ. Çĕр çинче пĕртен-пĕр хаклă çынни ун пурнăçне йăлт çапса хуçрĕ, çамрăклăхне, юратăвне таптарĕ.
Вĕçĕ пулать
Август 2026 |
