Чăваш Тимеш тăрăхĕнче пурăнакан Валентина Сергеевна Куракова иртнĕ кунсенчен пĕринче хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă.
Вăл, 1941 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче çуралнăскер, выçăллă-тутăллă ÿснĕ пулсассăн та, çирĕп ача пулса çитĕннĕ. Сăпкаран хăпăнсанах ĕç патне çыпăçнă. Ара, самани питĕ йывăр пулнă-çке ун чухне, пĕчĕккĕ пулсан та тетте пирки шутламан, тăранмалăх апат ĕçлесе тупас тесе çуннă. Паллах, никама та çăмăл пулман, çавах тÿснĕ, малаллах талпăннă, фронта пулăшнă. Халĕ çав тапхăрта нуша курса ÿснисене «вăрçă ачисем» статус тата хăш-пĕр çăмăллăхсем пачĕç.
Валентина Сергеевна хăйĕн ĕмĕрĕнче 7 çул почтăра, 19 çул Ильич ячĕллĕ колхозра кладовщикре вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 47 çул. Тăван çĕршыв пысăка хурса хакланă ун тăрăшулăхне - вăл «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Чи хакли - çемье! Кураковсем 7 ачана пурнăç парнеленĕ, ура çине тăратнă. Виççĕшĕ хăйсем кун çути панă тĕпренчĕкĕсем, тăваттăшĕ - усрава илнисем. Валентина аппашăн ют ача çук çĕр çинче, вăл пурне те пĕр пек лăпкаса-юратса ÿстернĕ. Амăшĕн ăшши пурне валли те çитнĕ. Халĕ унăн савăнмалăх, утьăкка сиктермелĕх, шăпа парнеленĕ телее пĕрле пайламалăх 14 мăнук, 12 кĕçĕн мăнук пур.
Юбиляра паллă кун ячĕпе Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев саламланă, тăван тăрăхра чылай çул ĕçлесе ял аталанăвне хăйĕн сумлă тÿпине хывнăшăн Тав хучĕпе наградăланă.
Август 2026 |
