Ирçе Çармăс территори пайĕнче сумлă юбилярсене чыслăн саламласси ырă йăла пулса тăнă. Акă çак тапхăрта ял-йышра ырă тĕслĕхлĕ мăшăр - Чăваш Çармăсри Иван Михайловичпа Галина Ивановна Шамбинсем - çемье чăмăртанăранпа 55 çул çитнине паллă тунă.
Чаплă юбилей çитни çинчен пĕлсенех территори пайĕн начальникĕ Леонид Кураков Шамбинсем патне çитме, килĕшÿллĕ мăшăра паллă пулăм ячĕпе чи малтан саламлама васканă. Çак хисепе вĕсем чăннипех тивĕçлĕ-çке!
Изумруд туй кĕтсе илнĕ упăшкипе арăмĕ пурнăç çу-лĕпе юнашар, алла-аллăн тытăнса утнă май, хура-шурне те сахал мар курнă пуль, анчах хăйсем хушшинчи ăнланулăхпа килĕшÿлĕхе çухатман, чи çепĕç туйăмĕсене вара - юратупа татулăха - куç шăрçине упранă пекех упранă. Пысăк та туслă çемьере 6 ача ÿснĕ, вĕсене пурне те тĕрĕс çул çине тăратнă. Халĕ Шамбинсем йăх-несĕл хунавĕсене хушсах пыма 7 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук пуррипе хĕпĕртеççĕ.
Иван Михайловичпа Галина Ивановна иккĕшĕ те хăйсен пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă. Упăшки водитель пулнă, ялан машинăпа çул çÿренĕ, арăмĕ вара канлĕхе пĕлмесĕр фермăра вăй хунă. Ĕçченскерсем килти хушма хуçалăхĕнче те выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Кил хуçи кирек епле ĕçре те маттур, çурт-йĕрпе хуçалăхра çирĕп йĕркелĕх тытса тăрать. Вăл купăс калама та ăста, уявсенче çывăх çыннисене кăна мар, пĕтĕм ял-йыша кĕвĕ-çемĕпе савăнтарать. Галина Ивановна пушă вăхăт тупăнсанах алĕç тытать, вăл уйрăмах çыхма юратать.
- Тавах сире тăван ен аталанăвне хăвăр тÿпене хывнăшăн! Сирĕн çемьен кунĕ - асра юлакан пулăм. Çемьере кăна çын чăн-чăн телейне тупать. Эсир, хисеплĕ Иван Михайлович тата Галина Ивановна, çав телее туллин тутанса курнă çынсем. ,мĕр çулĕпе малашне те пĕрле юрласа кăна утмалла пултăр. Ачасем пулăшса, мăнуксем савăнтарса тăччăр сире яланах. Сирĕн кил тăвансем килсех çÿренипе ăшăнса тăтăр! - тенĕ изумруд туй кĕрекине ларнă Шамбинсене саламланă май Леонид Николаевич. Çак ятпа юбилярсене вăл свидетельство тата асăнмалăх парне кÿнĕ.
Август 2026 |
