Нумай пулмасть, июлĕн 22-мĕшĕнче, Пучинкере пурăнакан ĕç ветеранĕ Юлия Леонтьевна Леонтьева сумлă юбилей кĕтсе илнĕ - 90 çул тултарнă. Çак ятпа вăл çывăх çыннисемпе тăван-пĕтенĕсенчен, кÿршисемпе унччен пĕрле ĕçленисенчен ăшă саламсем йышăннă.
Хисеплĕ ветерана çавăн пекех Пучинке территори пайĕн начальникĕ Валерий Иванов тата ку тăрăхри ветерансен канашĕн ертÿçи Ираида Владимирова килне пырсах чысланă, çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа округ пуçлăхĕн Тав çырăвне панă, ырлăх-сывлăх сунса асăнмалăх парнепе тата чечек çыххипе хавхалантарнă.
Парнесемпе ăшă сăмахсем йышăннă ветеран чун-чĕреренех хĕпĕртенĕ, хăйне манманшăн, çапла кăмăллăн чысланăшăн тав тунă, пурне те хăй пек нумай çул пурăнма пилленĕ.
Юлия Леонтьевна 40 çул ытла ялти участок больницинче санитаркăра вăй хунă, кунти тасалăхпе тирпейлăхшĕн кăна мар, сипленекенсемшĕн те нумай тăрăшнă. Ăна халĕ те сыватмăшра ырăпа кăна аса илеççĕ, ĕçчен те тирпейлĕ, уçă чунлă пулнăшăн тав тăваççĕ. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл, çак ята халĕ те чыслăн тытса пырать. Нихăçан та ĕçсĕр лармасть, хăйне валли йăпанмалли тупатех.
- Хисеплĕ те хаклă Юлия Леонтьевна! Сире пурнăçра лайăххине кăна сунатпăр, çемье ăшшипе, çут тĕнче илемĕпе тата нумай-нумай çул киленсе пурăнмалла пултăр. Тавах сире сывлăх хуралĕн учрежденийĕнче чылай вăхăт хушши ĕçлесе çамрăксене чăн-чăн тĕслĕх кăтартнăшăн. Çирĕп сывлăхлă, тулли телейлĕ пулăр ĕмĕрех, сирĕн пит-куçра ялан ăшă кулă вылятăр, пурнăçра мĕн кирли йăлтах çитсе пытăр, - тенĕ саламлама килнĕ хăнасем юбиляра ыр сунса.
Август 2026 |
