Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕмĕрле округĕнче 17 çулти çамрăк путса вилнĕ.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, икĕ каччă понтон кĕпер па-тĕнче Сăр юханшывĕ урлă ишсе каçма тăнă. Анчах пĕри вăйлă шыв юххине пула вăйран кайнă та путнă. Ăна иртен-çÿрен çыран хĕррине илсе тухнă. Васкавлă медпулăшу тухтăрĕсем вырăна çитсен реанимаци тунă, искусственнăй майпа сывлаттарнă, кайран пульницăна илсе çитернĕ. Вырăнти тухтăрсене пулăшма Республикăри ача-пăча клиника пульницин тухтăрĕсем килнĕ. Анчах, шел те, тем пек тăрăшсан та çамрăка çăлма май килмен.
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи +утпылăх ялĕнче 59 çулти арçын путса вилнĕ. Унăн ÿтне çăлавçăсем тепĕр кунне кăларнă. Арçын юлташĕсемпе пĕрле çыран хĕрринче каннă, эрех ĕçнĕ. Шыв кĕрсе ишес тенĕ вĕсем, пĕрле пулнă юлташĕ хăш вăхăтра куç умĕнчен çухалса шыв айне кайнине нихăшĕ те сиссе юлайман.
Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай округĕнче 44 çулти арçын виллине водолаз-çăлавçăсем шывран кăларнă. Пĕр кун маларах каçхине пĕве хĕрринче çири япаласем выртнине асăрханă çынсем, анчах çывăхра никама та курман. Палăртмалла, çав вырăна шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен, унта шыва кĕме юраман, çакăн çинчен асăрхаттаракан табличкăсем те вырнаçтарнă çыран хĕррине. Малтанлăха палăртнă тăрăх, арçын ÿсĕр пулнă.
Çулла пуçланнăранпа кăçал 12 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 4-шĕ - ачасем, пĕр çынна çăлса хăварнă.
Тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет% пĕлмен вырăнта шыва кĕнине, ашшĕ-амăшĕ асăрхаса çитерейменнине пула ачасем инкеке лекеççĕ. Шăпăрлансене пĕве-кÿлĕ хĕррине пĕччен яма юрамасть! Çавăн пекех шыва кĕме юраманни çинчен асăрхаттаракан табличкăсем вырнаçтарни те ахальтен мар. Çаксене асра тытасчĕ.
Сайтри материалсем тăрăх
Анна Михайлова хатĕрленĕ
Август 2026 |
