НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çурт тума пухнă укçана ултавçăсене панă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2026, 14:40 Просмотров: 400

Шупашкар хулинче пурăнакан арçын ултавçăсене 3 миллион тенкĕ хăйĕн аллипех тыттарса янă.

Ку укçа унăн çурт хăпартма пухнăскер пулнă. Пĕррехинче ун патне палламан çын шăнкăравласа шлагбаум илме сĕннĕ. Килте шăпах стройка пынипе арçын килĕшнĕ, пĕр иккĕленмесĕрех смс-çырупа килнĕ кода каланă. Анчах кун хыççăн ăна палламан çынсем шăнкăравласа ултавçăсен аллине лекнĕ тесе хăратма тытăннă, ыйтăва татса пама хăйсем панă номерпе шăнкăравлама хушнă. Çапла вăл «Роскомнадзор», «банк», «ФСБ» ĕçченĕсемпе калаçнă. Ăна Украина çынни валли ун ячĕпе доверенноç хатĕрленĕ, ун урлă террористсен организацийĕсене укçа куçараççĕ тесе ĕнентернĕ.

Кун хыççăн арçын пухнă пĕтĕм укçине «деклараци тума» курьер урлă парса янă. Ку тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1