Шупашкар хулинче пурăнакан 32 çулти арçын ятарлă çар операцине хутшăннă юлташĕн карттинчен 1,5 миллион тенкĕ вăрланă тесе шутлаççĕ.
Йĕрке хуралçисем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2024 çулхи çулла пĕр арçын ятарлă çар операцине кайма контракт çырнă, тÿлевсене куçарма банк картти илнĕ. Кайран хăрушсăрлăх тĕллевĕпе вăл тепĕр çавăн пек картта кăларнă, ăна 32 çулти пĕлĕшне панă. Çапăçу хирĕнче тем пулма та пултарать-çке, çавăнпа та енчен те вăл вилсен карттăна арăмĕ пулнă хĕрарăма тата ачине пама ыйтнă. Анчах пĕлĕшĕ таса чунлă пулман. Вăл ют укçана илсе хăйĕн парăмĕсене татнă. 2024 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 2025 çулхи утă уйăхĕччен вăл карттăран 1,5 миллион ытла тенкĕ илнĕ.
Айăпланакан арçыннăн пурлăхне, çав шутра хваттер пайне, арестленĕ. Уголовлă ĕç пуçарнă, еçăна кĕçех суд пăхса тухĕ.
Август 2026 |
