Лĕпĕш хурчĕсене пĕтеретпĕр
Купăста çинчи лĕпĕш хурчĕсене химипе усă курмасăр çакăн пек рецептпа усă курса пĕтерме пулать.
Витрене («оцинковкăпа» усă курмалла мар) тин кăна вĕренĕ шыв ямалла. çур литр кĕл хушмалла. Лайăх пăтратмалла. Виткĕчпе хупламалла та пĕр талăк лартмалла. Тепĕр кунне хуçалăх супăньне (çуррине) теркăпа хырса витрене ямалла. Шĕвеке талăк лартмалла. Лайăх пăтратмалла та çак настойпа лĕпĕш хурчĕсене пĕтерме усă курмалла. çак хутăшпа сапнă хыççăн хуртсем çухалаççĕ. Ку меслетпе темиçе хутчен те усă курма юрать.
Хĕлле валли хăяр тăварлар
Çулла йăран çинчен чи симĕс хăяра хĕл валли хатĕрлесе хумашкăн халĕ тĕрлĕ май пур.
Хăяра пĕр çĕр сивĕ шывра тытмалла. Тепĕр кунне укроп, ыхра, хĕрен çулçипе тымарĕ, пĕрчĕллĕ пăрăç хатĕрлетпĕр. çуса тасатнă банкăсене çак техĕмлĕхсене пайлса хуратпăр, хăяр тултаратпăр. Пысăк кастрюльпе шыв вĕреме лартатпăр. Вĕреме кĕрсен банкăсене яратпăр та 10-15 минут тытатпăр. Унтан шыва банкăсенчен каялла кастрюле пушататпăр, тăвар (5 литр шыв пуçне) 200 грамм кĕрекен стакана хĕррине пĕр пÿрне сарлакăш çитиччен тултарса хушатпăр.
Тăвар шывĕ вĕреме кĕрсен 5 литра 9 процентлă уксус çур стакан ытларах яратпăр. Вĕрекен шыва тепĕр хут банкăсене тултаратпăр, тимĕр хупăлчапа хупатпăр. çакнашкал маринадланă хăяр тутипе малосолкăна аса илтерет.
Кăткă йăлăхтарсан...
Пахчари кăткăна пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать - ăна кăткă йăви патне сапмалла анчах.
Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет. Шĕвек хатĕрлемелле, 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, пăтратса ларт-малла, 2 сехет тытмалла. Унтан ÿсентăрана пĕрĕхмелле.
Август 2026 |
