НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хĕрес çулне тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2026, 13:19 Просмотров: 275

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Петрпа Павел апостолсене асăнмалли кун, Ирçе Çармăс салинчи Çветтуй Троица чиркĕвĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем йышлăн пухăннă, кунта Питрав уявне халалласа кĕлĕ вуланă.

Унтан пурте пĕрле, ял урамĕсем тăрăх утса, Хĕрес çулне тунă. Чăваш Çармăсри Тукмак çăлли патне çитсен Агафон иеромонах тата Митрофан иеромонах сывлăх сунакан молебен йăли-йĕркине туса ирттернĕ, Турра ĕненекенсене çветтуй шывпа сапса сăвапланă.

Хĕрес çулне тума, Христос вĕрентĕвне асра тытса, Ирçе тата Чăваш Çармăссем кăна мар, ытти ял-саласенчен, республикăн чылай районĕсенчен килнĕ йышлă халăх хутшăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1