НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Саншăн чунăм та шел мар

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2026, 10:59 Просмотров: 98

Малалли

Повеç

- Миша, - мăшăрне çÿçĕнчен ачашларĕ Нина.

- Каларăм-çке сана тух пÿлĕмрен тесе, - мăшăрĕн аллисене сиввĕн илсе печĕ упăшки. - Е  тытса кăларса ярасса кĕтетĕн-и;! Эс укçа мĕнле тумаллине пĕлместĕн! Пуянлăхра пурăнса асса кайрăн! Ме сана, ме!

Хăйĕн çумне пĕтĕм ачашлăхĕпе çупăрланакан арăмне Миша çурăмĕнчен темиçе хутчен чышса ячĕ. Унтан, Нина вăйран кайса урайне ÿксен, хырăмĕнчен тапрĕ те ачисен пÿлĕмне таплаттарса утса кайрĕ. Кĕçех унтан вăл харлаттарни илтĕнчĕ. Çак сас Нинăран мăшкăлласа кулнă пекех туйăнчĕ. Çамрăк хĕрарăм хутланса ларса сас кăларасран хăраса ĕсĕклерĕ. Мăшăрĕнчен туяннă чышкă ун çурăмне çеç мар, чунне ыраттарчĕ, чĕрине тарăн суран хăварчĕ.

Ильинсем патĕнче хăнара пулни чылайлăха асра юлчĕ Зиновийшĕн. Каясса та каяс килместчĕ ун вĕсем патне. Мăшăрĕ хăйне Мишăпа танлаштарса темĕн те пĕр каласа вăрçни килĕшмест ăна. Кирек мĕнле лару-тăрура та аса илет Зина Нина упăшкине. Ильинсем туяннă кашни çĕнĕ тавар çинчен пĕлет вăл. Ĕçрен таврăнсанах упăшкипе хирĕлме пуçлать. Паян та Зина кăмăлĕ япăххине алăк урлă каçсанах ăнланчĕ Зиновий.

- Хĕрарăм пулса çуралмалла пулнă сан, апат пĕçерме те кĕпе-йĕм çума çеç пĕлетĕн. Нина паян каллех ĕçе çĕнĕ алка çакса пынă. Миша ăна пукане пек çÿретет. Эпĕ ачана кофта та илсе параймастăп. Хамăн та пальто кивелнĕ. Кашни пусшăн чĕтремелле.

Каçхи апат хатĕрлекен Зиновий мăшăрне хирĕç чĕнмерĕ. Ăна сăмахпа çĕнтерес çуккине пĕлет вăл. Вырăс чĕлхи учителĕ пулнă май сăмахшăн кивçене каймасть Зинаида Ильинична. Чăх сăхса çитереймест теççĕ ун пек калаçакан çынсем пирки халăхра.

- Мĕн чĕнместĕн тата? Нимĕн каламалли те çук-и? Тĕрĕслĕх куçа çиет çав.

Апатланнă хыççăн Зиновий хăлхинче мăшăрĕн сăмахĕсем янăрарĕç. Ытла та кÿренмелле калаçать Зина. Мишăна ачаранпах пĕлет вăл. Хулара çуралса ÿснĕскер, Зиновий час-часах яла, кукамăшĕ патне, хăнана çÿретчĕ, çавăнта паллашнăччĕ вăл Мишăпа. Урамра унпа пĕр тантăш ачасем урăх пулманран Зиновийăн яланах унпа пĕрле выляма, пулла çÿреме тиветчĕ. Пуян пурăнатчĕç Ильинсем. Ашшĕ колхозра тĕп бухгалтерта, амăшĕ шкулта ĕçлетчĕç. Миша çемьере пĕртен-пĕр ача пулнăран капăр тумланатчĕ, çĕнĕрен çĕнĕ тум тăхăнатчĕ. Шкул пĕтерсен «Москвич» туянса панă терĕç ывăлне. Хĕрсемпе те çамрăклах çÿреме пуçларĕ Миша. Лешсем те укçаллă каччă çумне вĕлле хурчĕсем чечексене сырăннă пекех сырăнатчĕç. Миша тÿрккесрех калаçни те иментерместчĕ вĕсене. Зиновий, хулара ÿснĕ пулин те, хĕрсемпе калаçма вăтанатчĕ. Тепĕр чухне хăюллă пулнишĕн юлташне ăмсанатчĕ вăл. Кайран, ашшĕпе амăшĕ вилсен, Мишăна пĕр вăхăт эрехпе иртĕхет тетчĕç. Унтан Миша кĕçех авланчĕ. Арăмĕ хăюсăр, ача çуртĕнче ÿснине пĕлсен шелленĕччĕ ăна вăл. Кайран, кукамăшĕ вилсен, Зиновий яла çÿреме пăрахрĕ, Миша çинчен те маннăччĕ. Çынсем урлă çеç вăл ашшĕ-амăш пÿртне сутса коммерци ĕçне пуçăнни пирки илтнĕччĕ. Мăшăрĕ тăватă çул каялла хваттере илсе килнĕ хĕрарăм çине пăхсан çеç пулни-иртни куç умне тухса тăчĕ. Нинăна вăл пĕрре курсах палласа илчĕ. Халĕ те хĕр пекех илемлĕ те чиперскер, Зиновие ăшшăн алă тытрĕ, именсе ятне пĕлтерчĕ. Нина Зиновие пачах та астумасть иккен. Зиновий те аса илтерес темерĕ. Чунĕ кăмăлламасть ун Мишăна. Ача чухне мĕнпур илемлĕ япалана хăйĕн тума тăрăшатчĕ, вăйăра хăй çĕнтереймесен çапăçса каятчĕ, яланах çиелте пулма юрататчĕ. Халĕ ак Миша ун пурнăçне каллех килчĕ. Зинăн ун ятне асăнмасăр кун та иртмест.

- Миша лайăх пулсан мĕншĕн качча тухмарăн тата ăна? - кăштахран сăмах хушрĕ мăшăрне Зиновий.

- Маларах курнă пулсан тухнă та пулăттăм. Тупса янă çав меммене, çавăн пек упăшкапа пурăнма пĕлмест. Ялан темĕн çитмест ăна. Мĕн чухлĕ япала, татах тем кирлĕ.

- Нина сан юлташу. Юрамасть куç хыçĕнче çавăн пек калаçма. Илтес килми пулчĕ эс сÿпĕлтетнине.

- Мĕн арçынĕ эс? Укçа тума та пĕлместĕн. Шкулта ĕçленипе çеç пурăнан.

Зиновий урăх чĕнмерĕ. Кашăк-тирĕке çуса тирпейленĕ хыççăн ыранхи уроксене хатĕрленме кĕрсе ларчĕ. Зина та мăкăртатса уткаларĕ, алăка шанлаттарса хупса çывăрмалли пÿлĕмелле утрĕ.

Уйăх иртсен те пĕр чĕлхе тупаймарĕç Смирновсем. Тăваттăмĕш класра вĕренекен Вова та ашшĕ-амăш хирĕçĕвне хутшăнма пуçларĕ _ амăшне хÿтĕлерĕ. Ильинсен Петипе пĕр класра вĕренет вăл. Ялан ун пирки ăмсанса калаçать. Унăн та ашшĕне Петьăн ашшĕ пек тăвас килет. +емьери харкашу майĕпен пысăк çапăçăвах куçрĕ. Юлашкинчен Зиновий тÿсеймерĕ, пур-çук япалисене пуçтарчĕ те ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма куçрĕ. Йăмăкĕ качча тухсан урăх хулана пурăнма куçнă пирки виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте Зиновий валли те вырăн тупăнчĕ. Унтан, Зина шкулта та харкашса намăс кăтартма пуçласан, ĕçлеме урăх шкула куçрĕ. Икĕ уйăхран судпах уйрăлчĕç вĕсем. Зиновий хваттерне те, япалисене те йăлтах арăмĕпе ывăлне парса хăварчĕ.

Упăшкинчен уйрăлни ытлашши пăшăрхантармарĕ Зинăна. Унран алимент шыраса илме суда заявлени çырса пачĕ. Зиновий ывăлне унсăрах пулăшма хирĕç маррине пĕлтерсен Зина упăшкине темĕн те пĕр каласа хăртма пуçларĕ. Ун шучĕпе, Зиновийрен япăх ашшĕ те çук çĕр çинче.

Малтанлăха кичемрех пек туйăнчĕ Зинăна упăшкинчен уйрăлсан. Вăрçмалли те никам та çук. Ывăлĕ те шкултан килнĕ-килмен урама тухса чупать. Кăмăл пусăрăнчăкне ирттерес тесе Зина час-часах Ильинсем патне çÿреме пуçларĕ, Нинăн пурнăçне ăмсанчĕ.

Нинăн пурнăçĕ те майĕпен малалла шурĕ. Ир пуçласа каçченех ура çинче вăл. Миша киле сайра хутра çеç кĕрсе тухать. Хуçалăхра кирлĕ япаласем илме укçа парса хăварать те каллех темиçе кунлăха кайса çухалать. Миша хăйне хĕненĕ пирки чылайччен хурланса пурăннăччĕ Нина. Упăшки те хăй çав каç тĕрĕс мар тунине ăнланса илчĕ пулмалла, ирхине мăшăрĕнчен каçару ыйтрĕ, тек ун пек тумастăп тесе тупа турĕ. Каçхине те вăхăтра ĕçрен таврăнчĕ. Нина валли ылтăн хăлха çакки туяннă.

- Киввине хывса хур. Эп килĕш-терсе туяннине çак. Пурте пăхса ăмсанччăр сан çине, - арăмĕн кивĕ хăлха çаккисене вĕçертнĕ май калаçрĕ Миша.

Савăнтармарĕ Нинăна çĕнĕ хăлха çакки. Çав чунсăр чул катăкки вырăнне Миша ăна хăй юратăвне панă пулсан çĕр çинче унран телейлĕ çын та пулман пулĕччĕ. Анчах упăшкинчен тахçанах ăшă сăмах илтме пăрахнă ĕнтĕ вăл. Лешĕ сĕтел çинче мĕн пуррине те пÿлĕмсенчи тирпейлĕхе çеç асăрхать. Нинăн чун-чĕринче мĕн пурри ăна пачах та интереслентермест.

- Мĕн тутуна тăсрăн тата; Сирĕн шкулта кун пек хăлха çакки никамăн та çук пулĕ-ха; Учительсен виçĕ уйăх ним çимесĕр укçа пухмалла ăна илме, - йĕрĕнерех калаçрĕ Миша. - Тепĕр хĕрарăм пулсан тăпăртатса ташламалла куншăн. Эсĕ пур...

Анчах нумая пымарĕ çак лăпкăлăх. Мăшăрĕпе икĕ кун йăпăлтатнă хыççăн Миша каллех таçта çухалса çÿреме пуçларĕ. Нина çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр чÿрече умĕнче кăлăхах кĕтрĕ ăна. Ăçта ĕçленине те, телефон номерне те пĕлтермен вăл мăшăрне. Хăйсем патне килсе эрех ĕçнĕ чухне юлташĕсем пакăлтатнинчен çеç вĕсем тавара пĕр çĕрте туянса тепĕр çĕре кайса сутнине пĕлет. Миша мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илнине те пĕлмест вăл. Перекет кĕнеки çинче те укçа çук вĕсен. Пĕр çĕртен илет те тепĕр çĕре кайса хывать вăл укçине. Кăна вăл ăнсăртран ÿсĕрпе каланăччĕ.

- Сана мĕн, укçа çитмест-и? Кала - татах паратăп, - ура çинче аран тăраканскер, сиввĕн ыйтрĕ вăл ун чухне Нинăран. - Пĕрре отчет туса паратăн-ха эс мана укçана ăçта чикни пирки. Тен, еркĕнсене паран эп ĕçлесе илнĕ укçана?!

- Миша, мĕнле намăс мар сана ун пек калаçма?! Килте ирĕн-каçăн тăрмашатăп. Хăв каларăн-çке хваттерте яланах таса пулмалла тесе. Тата ачасемпе те уроксене хатĕрленмелле, хамăн та уроксем.

- Тĕрĕс-тĕрĕс, ман пата кирек хăш вăхăтра та çынсем килме пултараççĕ, - мăшăрне çурăмран лăпкарĕ Миша. - Ан ĕçле, килте лар. Мĕн вăл сан укçу. Чăрт сурмалăх çеç.

Виçĕ кун иртсен çеç таврăнчĕ Миша киле. Яланхи пек, ваннăйне кĕрсе чылайччен çăвăнчĕ, апатланчĕ те хаçатсем илсе диван çине кайса выртрĕ. Нина валли хĕл кунĕсене пăхмасăрах роза чечекĕсем туяннă.

- Тавтапуç чечексемшĕн, Миша. Мана эсĕ юлашки хут хăçан чечек парнеленине те астумастăп, - савăнчĕ Нина. - Хаклă пуль вĕсем;

- Мĕн чухлĕ тăни сана мĕн тума кирлĕ? Туяннă - çитет! Нина, ман санпа калаçмалли пур, - ăшшăн чĕнчĕ мăшăрне Миша.

- Калаçар эппин.

- Çывăх кунсенчех хулара икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянма май пур. Анчах ман укçа çитмест.

- Ман укçа çук.

- Санран укçа ыйтмастăп эп. Эрех питĕ нумай туяннăччĕ эпир. Сертификат çук тесе никам та илесшĕн мар ăна. Туянаканнине тупрăмăр, анчах хăйне валли укçа нумай ыйтать. Пирĕншĕн ку - банкрот, пĕлетĕн-и;

- Анчах эп мĕн тума пултарăп-ши; _ упăшки хăй ĕçĕ пирки унпа сÿтсе явнăшăн савăнчĕ Нина.

- Пĕлетĕн-и: çав çынна Иван Петрович Тарасов тесе чĕннеççĕ. Астăватăн-и эс ăна?

- Çук, астумастăп.

- Мĕнле астумастăн? Пуç та сан! Аса ил-ха... пединститут... çĕнĕ çул каçĕ... Эпир санпа пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ ун чухне. Физкультурниксен факультетĕнче вĕренекен Иван... Ваня... Саншăн хыпса çунаканскер, сана ташша чĕнчĕ. Эсĕ тухмарăн. Юрататчĕ-çке вăл сана. Епле маннă ăна?

- Ваня... Иван Тарасов, - шухăша путрĕ Нина. Астунă пек. Сарă çÿçлĕскерччĕ, кăвак куçлă. - Астăватăп. Эс кĕвĕçсе те илнĕччĕ пулас ун чухне.

- Вăл-ку тарама-ха. Шăп çав çын ĕçлет те эрехпе сутă тунă çĕрте.

- Иван Тарасов-и? Ан тĕлĕнтер! Манăн вара мĕн тумалла пулать?

- Вăл сана юратнă вĕт-ха тах-çан. Тен, халĕ те манман? - мăшăрĕ çине чеереххĕн пăхрĕ Миша. - Курса калаç эс унпа. Хăнана чĕн. Тен, ресторана кайăпăр.

- Мĕн тума кирлĕ вăл мана? Миша, мĕн калаçан эс? - мăшăрĕн шухăшне ăнланса пĕтереймерĕ Нина. - Эсĕ, мĕн, мана унпа çывăрма хушатăн-и?

- Фу, ухмах, кам сана унпа çывăрма хушать. Ăшшăн çеç калаç эс. Эпĕ сан упăшку пулнине пĕлсен пулăшатех вăл пире. Тепĕр хваттер туянăпăр. Ачасем çинчен шухăшла. Çак хваттерте пире тепĕр икĕ-виçĕ çултанах тăвăр пулать. Петьăна ку пулĕ, теприне Людăна парăпăр, ĕçсем кун пек аван пырсан хамăра валли тепре туянăпăр.

 

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网