НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕчĕк ялсене те тимлĕх уйăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2026, 10:49 Просмотров: 88

Çул ялта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче Йĕпреç тăрăхĕнче нумай ялсемпе саласенче çак ыйтăва татса пачĕç. Анчах та ĕçсем вĕçленмен-ха. Пысăк ялсенче анчах мар, пĕчĕк ялсенче те ку ыйту тимлĕхре.

Çирĕклĕ ялĕнче те ку ыйту çивĕч тăнă – çынсем тăпраллă çулсем йĕпе-сапара çăрăлса кайнипе тухса çÿреме йывăр пулнине пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. Акă пуçаруллă бюджетировани программи ку ыйтăва татса пама май пачĕ. Халĕ кунта «Пирĕн çулсем» проекта пурнăçа кĕртнĕ май Садовая урамĕпе выртакан çула - 550 метр тăршшĕ - сарма пуçланă. Ĕçе пурнăçлама «Промремстрой» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ подряд организацийĕ яваплă.

Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 891832,66 тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен республика бюджетĕнчен уйăрни - 535099,60 тенкĕ субсиди.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网