НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнĕ Выçли ялĕнче пĕвене тасатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2026, 10:42 Просмотров: 87

Ялта пурăнакансемшĕн кÿлĕ-пĕве çывăхра пурри питех те пĕлтерĕшлĕ. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕпе те тÿрремĕнех çыхăннă. Пушар машини çывăхри кÿлĕрен вăхăтра шыв тултарса килме пултарни инкеке пысăк çухатусемсĕр сирме пулăшать.

Шăпах çак тĕллевпе +ĕнĕ Выçли ялĕнчи Завод урамĕнче пурăнакансем «Ниме – халăх бюджечĕ» пуçаруллă бюджет программипе инфратытăмăн пĕлтерĕшлĕ объектне - пĕвене - йĕркене кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра ăна тасатса тăман, вăл юшкăнпа, çÿп-çаппа тулнă пулнă, ушахланса ларасси те хăратнă. Çуллахи вăхăтра шыв кирлех. Çавăнпа та шыв управне сыхласа хăварма май шыранă çĕнĕвыçлисем. Ялти пĕрлехи пухура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă пуçаруллă бюджет программине хутшăнма май пурри самаях хавхалантарнă çынсене. Çак пулăшупа палăртнă ĕçе хăвăрт, пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлама пултарнă.

«Ниме - халăх бюджечĕ» программа республика тата вырăнти бюджет укçипе ялшăн палăрăмлă ĕçсене пурнăçлама пысăк пулăшу пани никама та иккĕлентермест. Кунта йăлтах уçăмлă - ĕçе пурнăçлама мĕн чухлĕ укçа тăкакланни, ăна мĕнле организаци тата хăш тапхăрта пурнăçласси  тÿрех паллă. Ĕçсене кирлĕ пек пурнăçласа пырассине Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăрать, апла пулсан ĕç ăнăçлă пулса тухасси шиклентермест. Çавăнпах халăх ял сăнне, пурнăç услови-йĕсене лайăх енне улăштарма май паракан программăпа час-часах усă курма кăмăл пуррине палăрта пуçларĕ.

Акă ĕнтĕ пĕвене чавса тарăнлатнă. Ĕçе пикенекенсем йăлтах хăрушсăрлăхăн мĕнпур требованийĕсене тата экологи нормисене шута илсе тунă. Пĕвере шыв тулли, ку вара пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнă вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Пĕрлехи ĕç курăмлă тата ÿсĕмлĕ. Патшалăх ял-саласене аталанма май туса парать, çавăнпа та ятарлă программăсем вăйра чухне сÿрĕк пулмалла мар, вĕсемпе туллин усă курмалла. Йăлтах хамăртан, пирĕн пуçарулăхран килет. Ырă улшăну пĕрлехи йышăнуран, çынсем хăйсен пурнăçне, тăван кĕтесне лайăхрах тăвас кăмăлĕнчен пуçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网