Елчĕк районĕнчи пĕр шкулта ĕçлекен, директор тивĕçĕсене пурнăçлаканскер, 2025 çул тăршшĕпе хăйне хăй преми панă. +акна вăл муниципалитет администрацийĕпе калаçса çирĕплетмен. Çапла вăл çулталăк тăршшĕпе 192 пин тенкĕ преми илнĕ.
Район прокуратури хысна укçипе тĕллевлĕ усă курман тесе ун тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Суд ăна пăхса тухнă та директора 20 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă тата 192 пин тенке вырăнти хыснана тавăрса памалла тунă.
Июль 2026 |
