НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пенси ÿстерес тенĕ те...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2026, 10:31 Просмотров: 85

Шупашкарта пурăнакан 57 çулти хĕрарăм пенсие çĕнĕрен шутласа парĕç те вăл ÿсĕ тесе шухăшланăран шар курнă.

Хĕрарăм патне «Пенси фондĕнчен» шăнкăравланă. Вĕсем ăна çĕртме уйăхĕнчен пенси укçи ÿсмелле, ăна çĕнĕрен шутласа паччăр тесен фонда пымалла тесе каланă. Черетре тăрас темесен электронлă черете çырăнма май пуррине пĕлтернĕ. Хĕрарăм çакна илтсен савăннă, çырăнас тенĕ. Çырăнма вара унран смспа ярса панă кода ыйтнă.

Ун хыççăн телефонпа тĕрлĕ «службăран» шăнкăравлама пикеннĕ: Федерацин хăрушсăрлăх службинчен, банкран, патшалăх пулăшăвĕн порталĕнчен. Хайхисем хĕрарăма пухса пынă укçана илсе йĕрке хуралçине пама хушнă, вăл вара пÿрне йĕрри юлнине тĕрĕслĕ тесе ĕнентернĕ. Хĕрарăм хăй пухса пынă 2 миллион тенке ултавçăсене тыттарса янă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网