Çак ялти Комсомольски урам вĕçĕнчи çул юр ирĕлнĕ, шыв кайнă вăхăтра ишĕлсе, çумăр хыççăн çăрăлса тăрать. Ку вара çынсене каçса çÿреме, машинăпа иртсе кайма чăрмав кÿрет. Васкавлă пулăшу, çăлав службисене те вăхăтра çитме, ялта пурăнакансен хурăшсăрлăхне тивĕçтерме чарать юхăнса тăракан çул. Çавăнпа ял-йыш ку вырăнта хушма пăрăх хурса хăварма йышăннă.
Ĕçе вăхăтра пурнăçланине мĕн çиттĕр? Çуллахи типĕ кунсемпе туллин усă курмалла. Ял хастар çынсем çинче тытăнса тăрать. Çаксен йышне Максим Сидоров та кĕрет. Вăл шыв татса кайма пултаракан вырăнта пăрăх хума, çавна май çула юрăхсăра тухассинчен сыхласа хăварма сĕннĕ. Ял-йыш унпа килĕшнĕ. Çынсем килсе туса парасса кĕтме хăнăхман туçасем, нумай ĕçе ял халăхĕ хăй тăрăшнипе, хăйĕн вăйĕпе пурнăçлать. Ĕçе тĕплĕ туни пĕтĕмпех çынран, унăн тăрăшулăхĕпе кăмăлĕнчен килет. Кунсăр пуçне тата нухрачĕ те кирлĕ. Ку енĕпе те маттур ял-йыш - пăрăх, сăрă туянма халăх укçа пухса панă. Ялтан тухса кайнă, анчах тăван кĕтес хăтлăхĕшĕн пăшăрханса тăракан ентешĕсем те укçа парса хутшăннă кирлĕ ĕçе. Пăрăха ятарлă сăрăпа сăрланă, чавса вырнаçтарнă. Текех çурхи ейÿ вăхăтĕнче çула пĕвери шыв татса каяймĕ тесе шанаççĕ туçасем. Халĕ тата çул хĕррине çирĕплетмелли юлнă, ку ĕçе те çывăх вăхăтра пурнăçлама палăртнă. Туçасен хастарлăхĕпе тăрăшулăхне, туслă, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме пĕлнине кура вĕсем мĕнпур йывăрлăх-чăрмава татса пама пултарасси иккĕлентермест.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
