НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Саншăн чунăм та шел мар

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:53 Просмотров: 113

Малалли

Хваттере кĕнĕ-кĕмен Нина куçĕсем сĕтел çинчи таса мар савăт-сапана асăрхарĕç. Эрех шăрши ăш-чике лĕклентерчĕ. Унтан... Нина куçкĕски витĕр çывăрмалли пÿлĕмре Мишăн пукан хыçĕнче çакăнса тăракан костюмне асăрхарĕ. Куçĕсем вырăн çинче çаппа-çарамас выртакан Мишăпа Зинăна пăраларĕç. Нина пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Унтан вăл тăнне çухатрĕ.

Виçĕ кун хушши тăна кĕмесĕр система айĕнче выртрĕ вăл. +ав хушăра Миша та, Зина та пырса курмарĕç ăна. Пуçа вара тĕрлĕ шухăш пăтратрĕ. Епле-ха апла, чи çывăх юлташ вĕсен юратăвне çапла сĕмсĕррĕн таптама пултарчĕ? Савнă мăшăрĕ урăх хĕрарăмсемпе хăйне улăштарни чылай ун чĕрине кишĕкленĕччĕ. Зина çапла хăтланни ăна хуçсах пăрахрĕ. Ăна вăл хăйĕн пĕтĕм вăрттăнлăхĕсене каласа панă. Мĕнпур хуйха пĕрле пайланă. Вăл вара ăна итленçи туса ăшĕнче унран кулса пурăннă. Каçсерен Мишăпа алхасса унран тăрăхланă. Ывăлĕнчен те намăсланман. Володьăпа Петя пĕр парта хушшинче лараççĕ-çке-ха. Çемьесемпе те туслă пулнă.

Нина куççуль тумламĕсене юхма чараймарĕ. Пыра темĕн муклашки капланса сывлама чăрмантарчĕ.

х х х

Иван Петрович Тарасов вăхăта тахçанах пăтраштарса янă ĕнтĕ. Тепĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпех документ-сене пăхса ларма тивет. Çавăн пек пысăк фирмăна ертсе пыма, паллах, çăмăл мар. Таçта та асăрхануллă пулмалла. Сисчĕве çухатсан пĕрле ĕçлекенсем те улталама хăтланаççĕ. Рэкет текенни те чĕрене хускатсах тăрать. Сывлăшран укçа тума вĕреннĕ çамрăксене нихăçан та кăмăлламан вăл. Малтанах вĕсемпе тупăшма та хăтланнăччĕ. Вĕсем ыйтакан укçана памарĕ çеç мар, кун пирки милицие пĕлтерчĕ. Анчах икĕ хутчен «Волгисене» чĕртсе çунтарса янă хыççăн вăл та сиксе тухнă лару-тăрупа килĕшсе лăпланчĕ. Хăйне мĕскĕн те хăравçă çын тесе шутламасть Иван Петрович. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ. Шкулта та чи маттурри пулнă. Анчах самана туртса кăларнă пурнăçран аякра пулаймăн. Юхăма хирĕç каяймăн, Иван Петрович та фирма вырнаçнă тăрăхра пурăнакан çамрăксене укçа пама пуçларĕ. Капла шанчăклăрах та, лешсем укçа тÿлекен фирмăсене хăйсен хÿтлĕхне илеççĕ.

Çур çĕр çитнине систерсе авăтнă «куккук» сасси çеç ăна ĕçĕнчен «вăратрĕ». Докуменчĕсене пуçтарнă май Иван Петрович ыран тумалли ĕçĕсем пирки шухăшларĕ. Тимлĕхе, йĕркелĕхе юратать вăл. Пур çĕре те хăй çитме ĕлкĕрет. Шанмасть теме те пăхаççĕ ун пирки фирмăра. Анчах Иван Петрович шанманран мар, мĕн пĕчĕкрен ĕçе тĕплĕн тума вĕреннĕрен çапла тăвать. Ыттисем пек, киле те васкамалла мар унăн. Çамрăк чухне çемье пирки шутласах кайман вăл. Халĕ çулсем иртнĕ-çемĕн кампа та пулин калаçса чуна йăпатас, ăнăçусемпе çитĕнÿсене пĕрле сÿтсе явас килет. Хĕрарăмсем чылай пулнă-ха ун пурнăçĕнче. Анчах вăл пĕрне те чĕререн кăмăлламан. Хăшĕсене укçа çеç кирлĕ пулнă унран. Теприсем «Волгăпа» ярăнса чунĕсене килентернĕ. Уйăх каялла тĕл пулнă Нина вара ун сÿннĕ туйăмĕсене çĕнĕрен вăратрĕ. Астăвать-ха Ваня, Нина ун чухне шап-шурă кĕпепеччĕ, уринче те шурă туфли. Йăм хура çÿçне çурăм хыçнелле сапаласа янă. Унпа ташлакан каччă та япшар. Питĕ илемлĕ мăшăр тесе ăмсанса пăхрĕ вĕсем çине Ваня. Кĕвĕ ма-йăн хĕрĕн кĕпи те, çÿçĕсем те вĕлкĕшеççĕ. Хура куçĕсем хăйпе ташлакан каччă çине ытарайми пăхаççĕ. Çак хĕр ташши, унăн кулли каччă чĕрине вырăнтан хускатрĕ, юрату туйăмне çуратрĕ. Анчах телейсĕр пулчĕ ун вăрттăн юратăвĕ, кĕçех вăл çав мăшăр арăмĕпе упăшки пулнине пĕлчĕ. Чылайччен манаймарĕ вăл çав шурă кĕпеллĕ хĕре. Кайран, вăхăт иртнĕçемĕн, туйăмсем майĕпен сĕвĕрĕлчĕç. Анчах шăпа пÿрмен иккен вĕсене пĕр-пĕрне тĕл пулмасăр пурăнма. Илемлĕхне çухатман Нина ун чĕрине çĕнĕрен хускатрĕ. Вăл Михаил Григорьевич Ильин мăшăрĕ пулнине пĕлсен шанчăк çуралчĕ. Лешĕн ĕçĕсем юлашки вăхăтра ăнсах пыманнине пĕлет вăл. Хĕрарăмсемпе эрех чылаях пушатрĕç пулас ун кушелне. Анчах улшăнман-ши Нинук; Ытла та çепĕçчĕ вăл хĕр чухне. Шÿтлесе каланă сăмахшăнах хĕрелсе каятчĕ. Икĕ питçăмартийĕ пăт путатчĕ хĕрĕн ун пек чухне. Каччăн чĕрине ыраттаратчĕ.

Ирхине фирмăна çитсен те Нинăн сăнарĕ ун куçĕ умĕнчен каймарĕ. Ăшĕнче каçхине Ильинсем патне кайма сăлтав шырарĕ.

- Иван Петрович, сирĕн пата темĕнле хĕрарăм килчĕ. Хăй питĕ васкать, - пÿлĕм алăкне шаккамасăрах кĕрсе тăчĕ çав вăхăтра фирма пуçлăхĕн çумĕ Кирилл Николаевич. - Сире аван пĕлет пулас вăл. Эсир ĕçлĕ пулĕ тесе секретарь ăна ман пата кĕртсе янă.

Пÿлĕме кĕç вăтам çулхи самăртарах хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Иван Петрович ĕçне пăрахсах пукан çинче тÿрленсе ларчĕ. Тахçан илемлĕ те пулнă пулас унăн сăнĕ, çÿхе тутине писевленĕ, каçăр сăмси те пичĕпе килĕшÿллĕ, пысăк кăвак куçĕсенче çеç темĕнле ютшăну, сивĕлĕх.

- Каçарăр, Иван Петрович, сире чăрмантарнăшăн. Мана Зина, Зинаида Ильинична Смирнова тесе чĕнеççĕ.

Хĕрарăмпа алă тытса паллашнă хыççăн Иван Петрович ун çине татах та сăнарах пăхрĕ. Таçта курнă пек те туйăнчĕ ăна. Анчах ăçта курнине ниепле те аса илеймерĕ. Ятне те илтнĕ пек туйăнать.

- Мана паллаймарăр-и эсир? - ун шухăшне пĕлнĕ пекех ыйтрĕ хĕрарăм. - Астăватăр-и, эпир си-рĕнпе пĕрле тăватă çул каялла Астрахане пăрахутпа пĕрле кайнăччĕ.

Чăнах та, ĕçрен кăшт та пулин канса илем тесе Иван Петрович пăрахутпа çулçÿреве кайнăччĕ. Вăтăрăн ытлаччĕ вĕсем пăрахут çинче. Çемьесенчен вăхăтлăха уйрăлнăскерсем, иккĕмĕш куннех пĕр-пĕринпе паллашса çитрĕç, «çĕнĕ çемьесем» йĕркелерĕç. Иван Петрович та хăйне валли часах çул юлташĕ тупрĕ.

- А-а, Зина, - тинех аса илчĕ вăл умри хĕрарăма. - Каçарăр тархасшăн вăхăтра аса илейменшĕн. Мĕн сăлтавпаччĕ эсир ман пата?

Иван Петрович официаллăрах  ыйтни Зинăна калас сăмахĕсене каялла çăттарчĕ. Вăл пĕр хушă, калас-ши, калас мар-ши тенĕ пек, шута кайса тăчĕ.

- Эсир кунта ĕçлени пирки эп ăнсăртран пĕлтĕм, - хăйне кунта илсе çитернĕ ĕмĕтне пурнăçламах шутларĕ хĕрарăм. _ Мана сирĕн çинчен Миша... Михаил Ильин каласа пачĕ.

Çур сехет хушши калаçрĕ Зинаида Ильинична. Çав вăхăтра Иван Петрович ун пурнăçĕ çинчен йăлт пĕлчĕ. Зина уйрăмах упăшкинчен мĕншĕн уйрăлни пирки нумай калаçрĕ. Лешĕ укçа тума пĕлменскер иккен, юлашки вăхăтра ĕçме пуçланă, арăмĕпе ачисене те хĕнет. Ăна вара умра ларакан арçын пеккисем, пурнăç çулĕпе тан утаканнисем, килĕшеççĕ иккен. Калаçнăçем Зина куç харшисене вылятса Иван Петрович çине пăха-пăха илет. Пĕр чарăнми, радио пек, калаçакан хĕрарăм хăйпе малтанхи çыхăнусене çĕнĕрен пуçарасшăн пулнине тÿрех ăнланчĕ арçын. Ун умĕнче шăпах вăл чăтма пултарайман хĕрарăмсенчен пĕри ларать.

- Пĕр хулара пурăнса та тăватă çул пĕр-пĕрне курман та, тен, ку тĕлпулăва пирĕн паллă тумалла мар-и; Пырăр ман пата каçхине, калаçса ларăпăр. Пĕччен пурнăç йăлăхтарсах çитерчĕ. Эсир те миçе çул пĕччен пурăнатăр, авланас темен.

Хыçран чупакан хĕрарăмсене Иван Петрович нихăçан та килĕштермен. Вĕсене хăйĕнчен укçа та пурлăх çеç кирлине пĕлнĕ вăл. Анчах çемьесĕр арçын тепĕр чухне хăйне вĕсемпе килĕшнĕ пек тăватчĕ. Пушă хваттере таврăниччен хăнана та кайкалатчĕ. Вĕсенчен пĕри те арçын чун-чĕринче вырăн тупайман. Пĕр каçлăх тетте пулнă вĕсем ун аллинче. Ăнсăртран тĕл пулнă Нина çеç ун ăшĕнче çĕнĕ шанчăк çуратрĕ. Ăна пуянлăх улăштарайманнине туйрĕ вăл. Ун чĕринче пурнăçа улăштарас, çĕнĕрен пурăнма пуçлас ĕмĕт çуралчĕ.

- Çук, Зинаида Ильинична, пăрахут çинчи тĕлпулу çинчен эп   тахçанах маннă. Манăн халĕ урăх пурнăç. Упăшкупах çураçса пурăнма тăрăшăр, сирĕн ывăл ÿсет.

Зина тухса кайнă хыççăн часах лăпланаймарĕ Иван Петрович. Куç умĕнче - Нина. Вăл ун çине салхуллă пăхать. Анчах мĕн-ши ун чунĕнче?

Упăшки больницăна пачах килсе курманни мар, ачисем пирки чĕре ыратни канăç памарĕ виçĕ эрне больницăра сипленекен Нинăна. Зиновий урлă çеç вăл лешсем шкулта йĕркеллех вĕреннине пĕлчĕ. Вĕсене Миша ямасть иккен больницăна.

- Вăл эс ачасене каласа парас-ран хăрать. Упăшкушăн кулянса ан хуçăл, - лăплантарчĕ ăна Зиновий. -  Зинăпа иккĕшĕ вĕсем пĕр мăшăр.

Зиновий тĕрĕссине калать пулин те ун сăмахĕсем Нинăна лăплантармарĕç. Юратнă çыннипе чи çывăх тусĕ çапла хăтланнине ун чĕри ăнланасшăн пулмарĕ. Çĕрĕн-кунĕн куççулĕ юхрĕ. Чарас тесен те чарăнмарĕ вăл. Хăйĕн телейсĕр шăпишĕн ĕсĕклерĕ. Больницăран сипленсе тухсан та килне таврăнас килмерĕ ун. Пĕр хушă урамра уçăлса çÿренĕ хыççăн çапах та хăйне хистесех хваттерелле уттарчĕ. Подъезд умĕнче ларакан хĕрарăмсем хăй çине сăнаса пăхнине туйрĕ вăл. Нина вĕсене ăнланчĕ, вĕсемшĕн вăл укçа çинче иртĕхсе пурăнакан çеç. Ун чĕринче мĕн пурри, хваттерте мĕн пулса иртни никама та кирлĕ мар. Нинăпа ачисем мĕн тăхăннине, çăмăл машинăпа ярăннине çеç кураççĕ вĕсем. Нина валли упăшкин пурнăçĕнче вырăн çуккине, телей пуянлăхра маррине каласа ăнлантарас килчĕ ун. Анчах ăнланĕç-ши вĕсем çакна;

Хваттерĕнче Миша çуккине курсан Нина савăнчĕ. Ачисемпе тăраниччен калаçма никам та чăрмантармарĕ ăна. «Эп тирпейлĕхе юрататăп, хваттерте ялан йĕрке пултăр», _ текен Миша хваттере юхăнтарса янă иккен. Ваннăйĕнче хура кĕпе-йĕм хума вырăн та юлман, сĕтел çинче таса мар савăт-сапа, сĕтел-пукан çинче тусан.

Çĕрле çеç таврăнчĕ Миша киле. Вăл ăçта, кампа пулнине те ыйтмарĕ Нина. Ачисене хăй çумне çупăрласа йĕчĕ. Пĕрремĕш хут упăшкине хăй куççульне кăтартас темерĕ вăл. Чĕрене вара сирсе яма май çук çил-тăвăл лăскарĕ.

Арăмĕ больницăран тухни çинчен Зина пĕлтерсен Миша килне таврăнмарĕ. Мĕн калĕ вăл арăмне; Мĕнле сăмахсем каласа тÿрре тухĕ? Халиччен суеçтерсе пурăнма май килнĕччĕ. Хальхинче вара хăй курчĕ-çке. Тепĕр тесен, мĕншĕн ун умĕнче тÿрре тухмалла; Вăл çемье-не укçасăр лартман. Сĕтел çинче яланах ĕçмелли-çимелли пулнă. Тата мĕн кирлĕ хĕрарăма; Зина патне кайни аван мар, паллах. Анчах кунта та Нинăн айăпĕ пур. Ÿсĕр килнĕ арçынна чĕнмелле марччĕ ун. Вăл миçеччен çÿренипе ун ним ĕç те çук. Арçын тепĕр чухне вăхăтра таврăнманнишĕн çапла харкашмалла-и хĕрарăмăн; Миша хайĕн айăпне йышăнмарĕ. Нинăн çилли нумая пыманнине те аван пĕлет вăл, кăшт макăрса илет те ăшă сăмахсем илтсенех лăпланать. Михаил Григорьевича пăшăрхантаракан тепĕр сăлтав та пур паян, юлашки вăхăтра ун ĕçсем ăнсах пымаççĕ. Нина сутма пулăшнă эрехшĕн илнĕ укçана пĕр фирмăна колхозсенчен çĕрулми туянма панăччĕ. Анчах лешсен çĕрулмийĕ çул çинче шăнса кайнă. Ăна халĕ ниçта та йышăнасшăн мар.

(Малалли пулать)

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网