НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Мĕн хакланнă, мĕн йÿнелнĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:43 Просмотров: 113

Чăвашстат çĕртме уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче апат-çимĕç, ытти япала хакĕ мĕнле улшăннине тишкернĕ.

Пахча çимĕçе илес тĕк, ытларах купăста, сухан, хĕрлĕ кăшман тата кишĕр хакланнă. Çавăн пекех çĕрулми хакĕ 3,9 процент ÿснĕ. Ытти çимĕç хушшинче сахăр, макарон, шурă çăнăх, чăх ашĕ самай ÿснĕ.

Ытти япала пирки калас тăк, АИ-92, АИ-95 маркăллă бензинсем вăйлах хакланнă – 6,8 тата 6,4 процент. Дизель топливин хакĕ 3,6 процент ÿснĕ.

Мĕн йÿнелнĕ-ха? Чăх çăмарти, хăяр, помидор, банан, панулми. Сĕт юр-варĕ хушшинче турăх, хăйма, пастеризаци тунă сĕт тата сыр хакĕсем чакнă.

Смартфонсем пĕр эрне хушшинче 1,5 процент йÿнелнĕ, электропылесоссем – 4 процента яхăн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网