НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Усманпа Дарья Мускавра пĕрлешĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:41 Просмотров: 335

Канаш округĕнчи çамрăксем - Усман Эскеровпа Дарья Садовская - Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри «Раççей. Чĕресене пĕрлештесе» туй фестивальне кайĕç.

Фестивале утăн 8-мĕшĕнче, Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕнче, иртĕ. Çав кун Чăваш Енри хĕрпе каччă çĕршыври ытти çамрăкпа пĕрле пĕр-пĕрне ĕмĕр юратмашкăн тупа туса ылтăн çĕрĕ тăхăнтартĕç.

Усманпа Дарья «Космонавт» уйлăхра паллашнă. Ун чухне Усман уйлăхри хыпарсене пĕлтерсе тăнă, Дарья канма килнĕ. Яшпа хĕр кайран та çыхăнăва çухатман. Анчах вĕсем çулсем иртсен кăна тĕл пулнă, çавăн чухне туйăмсем çуралнă. +амрăксем спортпа туслă, çул çÿреме кăмăллаççĕ. Тата вĕсем тăван культурăна питĕ хисеплеççĕ, чăвашла юрлаççĕ, кашни çул Акатуя çÿреççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1