«Ашшĕ-амăшĕн çуллахи патрулĕ» республика акцийĕ шайĕнче Березовка шкулне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ 11 лет Чувашии поселокĕнче рейд ирттернĕ. Вĕсем шыва кĕме юраман вырăнта тата шыв хĕррине аслисемсĕр канма килнисене тупса палăртас, ачасене инкек-синкеке лекессинчен сыхлас тĕллевпе пĕве хĕррисене тĕрĕсленĕ.
Шел пулин те, кăçал пирĕн республикăра 2 ача шывра путса вилнĕ. Шывăн турачĕ çук теççĕ. Ачасене, çамрăксене, ашшĕ-амăшне те тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ - çырансене тĕрĕслемен е майламан, хăрушсăрлăх енчен тивĕçтермен пĕвесемпе юханшывсенче шыва кĕме юрамасть! Шыв хĕррине ачасене хăйсене тĕллĕн ямалла мар - ача пурнăçĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн ашшĕпе амăшĕ яваплă. «Ашшĕ-амăшĕн çуллахи патрулĕ» акци çăвĕпех пырать. Çуллахи кану савăнăçпа кăмăллă асаилÿсем çеç илсе килччĕр тесе шыв çинчи хăрушсăрлăхне малалла та сăнаса тăрĕç.
Ачасене пысăк инекекрен асăрхаттарас тĕллевпе Березовка территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Никифоров та ачасемпе тĕл пулса калаçу ирттернĕ.
Çу - канма питĕ лайăх вăхăт, анчах шыв хĕрринчи вăйăсем хăрушă пулма пултараççĕ. Палламан вырăнсенче шыва пуç хĕрлĕн чăмни суранланнипе пĕрлех вилĕм патне те илсе çитерме пултарать - пĕве мĕн тарăнăшне пĕлмелле, ун тĕпĕнче чул, тимĕр е ытти ăпăр-тапăр выртма пултарать. Шывра ашкăнма, çуйхашма, пĕр-пĕрне шыв тĕпне туртса анмалла выляма юрамасть. Ăнсăртран урана шăнăр туртса лартма та пултарать. Ытларах чухне çакна пула путаççĕ. Шыва кĕрсе кайиччен малтан хусканусем (зарядка) тумалла. +ыран хĕрринчен тÿрех ишсе каймалла мар, пĕчĕкшерĕн ÿт-кĕлеткене шыв температурине хăнăхма памалла. Япăх ишекенсен шывра тытакан жилетсем, ункăсем тăхăнмалла. Тарăн, тĕпĕ пăтранса тăракан пĕве-кÿлĕсене каймалла мар. Шывра шăнса кайиччен, вăй пĕтиччен ишме кирлĕ мар, 15-20 минутран çыран хĕррине тухса типĕнмелле. Хĕвел хытă хĕртнĕ тапхăрта пуçа тăхăнмалла. Чи кирли вара - шыв хĕррине аслисемсĕр кайма юрамасть!
Çаксене ачасем питĕ лайăх пĕлеççĕ пулин те, тепĕр хутчен аса илтерни, асăрхаттарни нихăçан та ытлашши мар.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
