НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Африка çуйăнне ĕрчетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:34 Просмотров: 340

Пирĕн республикăра Африка çуйăнне (сом) ĕрчетме тытăннă. Ку ĕçе Сĕнтĕрвăрри округĕнчи усламçă Александр Краюшкин кÿлĕннĕ.

2023 çулта вăл «Фермерсен шкулĕнчен» пулă ĕрчетес енĕпе вĕренсе тухнă. Унтан бизнес-план хатĕрленĕ те «Перспектива» грант илнĕ. Пĕтĕмпе – 8 миллиона яхăн тенкĕ. Проект вара пĕтĕмпе 11,4 миллион тенке кайса ларнă.

Патшалăх укçипе Александр Краюшкин производство тата склад пÿлĕмĕсене çĕнетнĕ, пулă ĕрчетмелли тата упрамалли оборудовани, çавăн пекех Африка çуйăнне, пĕчĕккисене, туяннă.

Пĕрремĕш пулă партине (1,5 тонна) вăл пĕлтĕр туса илнĕ. Паянхи кун унăн хуçалăхĕнче çулсерен 8 тонна пулă туса илеççĕ. 2028 çул тĕлне вара произодствăна пысăклатасшăн – çулталăкне 24 тонна таран çуйăн туса илесшĕн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1