НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Минска самолетпа вĕçме пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:32 Просмотров: 336

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар аэропорчĕ Минска, Наци аэропортне, пĕрремĕш самолета янă. Рейссене «Аэрофолот» авиакомпани пурнăçлать. Самолетсем Шупашкартан эрнере икĕ хутчен вĕçеççĕ – тунтикун тата кĕçнерникун ирхи 6 сехет те 15 минутра.

Самолет Минска 8:35 сехетре çитет. Минскран 02:24 сехетре тухса самолет Шупашкарта ирхи 4 сехет те 55 минутра анса ларать. Икĕ хула хушшинче Airbus A320 лайнерсем вĕçеççĕ. Билет хакĕ – 9 пин тенкĕ ытларах.

Сăмах май, икĕ çĕршыв калаçса килĕшнипе Раççей çыннисем Беларуçе визăсăр тата ют çĕршыв паспорчĕсĕр кайма пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1