Кашни çул тенĕ пекех пĕчĕк ачасем чÿречерен тухса ÿкнипе çыхăннă инкексем пулаççĕ. Хурлăхлă статистика ан ÿстĕр тесен, аслисен тимлĕрех пулмалла, ачасене сăнамалла, вĕсене чÿречесене уçнă пÿлĕмсенче пĕччен хăвармалла мар.
Сирĕн ачăрсемпе инкек ан пултăр тесен хăш-пĕр правилăна асра тытăр:
- Ачасене пÿлĕмре хăйсем тĕллĕн ан хăварăр.
- Чÿречене уçă хăвармалла мар.
- Ачана чÿрече мĕнле уçăлнине ан кăтартăр.
- Ачасене чÿрече сакки çине хăпарма чармалла.
- Сĕтел-пукана чÿрече çывăхĕнчен илсе лартмалла.
- Москит сеткине ан шанăр – вăл ачан йывăрăшĕпе тухса ÿкет.
- Чÿречен хашакĕ çине çирĕплетмелли ятарлă хатĕр е çăра вырнаçтарăр.
- Ачана балкон çине аслисемсĕр тухма ирĕк ан парăр.
- Чÿрече умĕнче ача чÿрече янаххи çине хăпарса ларма картлашка тума пултаракан япаласене ан хăварăр.
- Ачасене чÿрече çывăхĕнчи кравать е урăх сĕтел-пукан çинче сикме ан парăр.
Ачасем уçă хăварнă чÿрече патне пырса ун сакки çине хăпарма, чÿречерен пуçĕсене кăларса пăхма юратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăрушлăх мĕнне ăнланмаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар. Нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
