НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван шкулти ăшă тĕлпулу

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 08:27 Просмотров: 122

Нумай пулмасть Чăваш Тимеш салинчи вăтам шкулпа 45 çул каялла сывпуллашнисем тĕлпулăва пухăннă.

1981 çулта юлашки шăнкăрав янăранă вĕсемшĕн. Алла аттестат илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнăранпа çур ĕмĕр çывахарса пырать. Кашни хăйĕн пулас профессине суйланă, ĕçе вырнаçнă, ĕмĕтсем патне ăнтăлнă, çемье çавăрнă, ачи-пăчине ÿстернĕ. Çакăн пек тĕлпулусенче вăхăт калам çук хăвăрт шуни те питĕ сисĕнет. Акă ĕнер кăна-ха парта хушшинче ларакан хĕрсемпе каччăсем паян самаях улшăннă, çапах та вĕсем тăван пекех питĕ çывăх - ача чухнехи тус-юлташсем, çамрăклăх ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ.

Тĕлпулу ăшă лару-тăрура иртнĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе хавхалансах калаçнă. Шкулти кабинетсене пăхса çаврăннă, парта хушшине ларса асаилÿ авăрне путнă. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене, кулăшла, асра çирĕп ларса юлнă пулăмсене, уроксене аса илнĕ. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсемшĕн савăннă. Пурне те тăван шкул, унăн тавралăхĕ тĕпренех çĕнелсе улшăнни савăнтарнă.

Шкулта вĕреннĕ вăхăт – манăçми тапхăр. Самана улшăнсан та шкулта вĕреннĕ çулсем ĕмĕр асра юлаççĕ, чуна ăшăтса ватăлма памаççĕ. Чăваш Тимеш шкулĕнчен 45 çул каялла вĕренсе тухнисем тепĕр тĕлпулăва - шкул пĕтернĕренпе 50 çул çитнине уявлама - йышлăнрах пухăнасса шанса ырă кăмăлпа сывпуллашнă.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网