Пахчари кăткăна пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Ăна кăткă йăви патне сапмалла. Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет: 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, 2 сехет тытмалла, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.
Помидора чир-чĕртен упрама вĕлтĕрен шывĕпе шăвармалла.
Купăста лĕпĕшĕ армутирен хăрать. Çавна май ăна пахчаçимĕç çине хумалла.
Пÿлĕмри чечеке ÿсме çумăр шывĕ пулăшать.
Хăяр çулçи сарăхасран апат содин шĕвекĕпе (10 л шыва 1 апат кашăкĕ) сапмалла. Вăл çавăн пекех çак пахчаçимĕçе çăнăхлă сывлăмран та сыхлать: 10 л шыва 1 апат кашăкĕ апат соди ямалла, пăтратмалла, пĕрĕхмелле.
Июль 2026 |
