НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Карлсон - ача садĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2026, 09:37 Просмотров: 119

Акă ĕнтĕ ачасем тахçантанпах кĕтнĕ вăхăт - çулла çитрĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç, вăйă-кулă, çĕнĕ пулăмсем, канмалли кунсем умра!

Шăпах июнĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Çавна май Пысăк Упакассинчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем шăпăрлансене пĕчĕк уяв парнелеме шутланă. Ача сачĕн картинче уçăлса çÿрекенсем патне ăнсăртран мультфильмри Карлсон (Людмила Семеновна Михайлова) кĕрсе тăнă. Ачасем хаваслă хăнана курсан тÿрех ун патнелле ыткăннă,çавăрса илнĕ. Карлсон вĕсене уявпа саламласа вăйăсем выляма чĕннĕ.

Тем тĕрлĕ вăйă, кулăшпа шÿт тума пĕлеççĕ иккен ачасем, тавçăрулăхĕпе те палăраççĕ. Тĕрлĕ юрăсем юрланă, ташăсем ташласа, хусканусем туса савăннă вĕсем хăнапа. Хăйсем юратакан «Пуйăс чарăнмалли вырăн», «Шăнтатăп» вăйăсене те выляса йăпаннă. Карлсон вĕрсе хăпартакан супăнь хăмписене тытмалла ăмăртни те савăнăç кÿнĕ ачасене. Асамлă михĕре уяв сăнне кĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ шарсем йăтса килнĕ Карлсон, вĕсене пĕчĕкскерсене валеçсе тухнă. Куншăн та питĕ хĕпĕртенĕ ачасем. Хаваслăх парнелекен Карлсона ачасем хăйсемпе пĕрле чуччу, карусель çинче те ярăнтарнă.

Уйрăлма вăхăт çитсен ачасем Карлсона ярасшăн пулман. Вĕсем ăна татах та хăнана килме ыйтнă. Паллах: Карлсон таврăнма шантарнă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网